Марк 2
2
2-мӗш сыпӑк
Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни
(Мф. 9:1-8; Лк. 5:17-26)
1Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. 2Нумаях та вӑхӑт иртмен, алӑк патӗнче те вырӑн юлмиех халӑх пуҫтарӑннӑ. Иисус ҫынсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. 3Ҫавӑн чухне тӑваттӑн Ун патне паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ. 4Халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем Иисус патне ҫывхарайман. Вара вӗсем, ҫурт виттине пӗр ҫӗртен сирсе, паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех Иисус тӗлне антарнӑ. 5Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна ҫапла каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». 6Ҫавӑнта темиҫе саккун вӗрентӳҫи ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче шухӑшланӑ: 7«Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?» 8Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр? 9Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме? 10Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: 11«Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай». 12Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Иисус Левие#2:13 Левий – Матфей апостолӑн еврейла ячӗ. чӗнни
(Мф. 9:9-13; Лк. 5:27-32)
13Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ. 14Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.
15Пӗррехинче Иисуспа вӗренекенӗсем Левий килӗнче хӑналаннӑ. Вӗсемпе пӗрле тата налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн апатланнӑ, вӗсем Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ. 16Иисус налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан фарисейсен саккун вӗрентӳҫисем Унӑн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Епле-ха Вӑл налук пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» 17Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ.
Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 9:14-17; Лк. 5:33-39)
18Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?» 19Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и? Ҫук, кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе чухне вӗсем типӗ тытма пултараймӗҫ. 20Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ.
21Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ. 22Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа ямалла».
Христос тата шӑмат кун
(Мф. 12:1-8; Лк. 6:1-5)
23Пӗррехинче шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата илнӗ. 24Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 25Иисус вӗсене тавӑрса каланӑ: «Пӗррехинче Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑраса ҫитсен, вӑл мӗн тунине нихӑҫан та вуламан-им эсир? 26Епле вӑл, Авиафар аслӑ священникра ларнӑ чухне, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ, ҫав ҫӑкӑрсене хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха». 27Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этеме шӑмат куншӑн туман, шӑмат куна этемшӗн тунӑ; 28ҫавӑнпа та Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те».
Currently Selected:
Марк 2: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009