1
Марк 2:17
Синодальный НЗ
Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ.
Compare
Explore Марк 2:17
2
Марк 2:5
Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна ҫапла каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ».
Explore Марк 2:5
3
Марк 2:27
Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этеме шӑмат куншӑн туман, шӑмат куна этемшӗн тунӑ
Explore Марк 2:27
4
Марк 2:4
Халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем Иисус патне ҫывхарайман. Вара вӗсем, ҫурт виттине пӗр ҫӗртен сирсе, паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех Иисус тӗлне антарнӑ.
Explore Марк 2:4
5
Марк 2:10-11
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай».
Explore Марк 2:10-11
6
Марк 2:9
Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме?
Explore Марк 2:9
7
Марк 2:12
Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Explore Марк 2:12
Home
Bible
Plans
Videos