Марк 1
1
1-мӗш сыпӑк
Шыва кӗртекен Иоанн вӗрентсе калани
(Мф. 3:1-12; Лк. 3:1-9, 15-17; Ин. 1:19-28)
1-3Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар пророксем ҫырса хӑварнӑ пекех пуҫланать: «Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫа Турӑ валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» 4Ҫавӑнпа та Иоанн килнӗ, вӑл пуш хирте тӗне кӗртнӗ, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. 5Вара ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ. Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан юхан шывӗнче пурне те шыва кӗртнӗ. 6Тӑхӑнасса Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе те вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ. 7Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар. 8Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл вара сире Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ».
Иисуса шыва кӗртни
(Мф. 3:13-17; Лк. 3:21-22)
9Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ. 10Иисус шывран тухнӑ самантрах Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине асӑрханӑ#1:10 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче: «Иисус шывран тухнӑ самантрах тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Хӑйӗн ҫине аннине асӑрханӑ». . 11Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени
(Мф. 4:1-11; Лк. 4:1-13)
12Ҫавӑн хыҫҫӑнах Сывлӑш Иисуса пуш хире ертсе кайнӑ. 13Пуш хирте Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Иисус тискер кайӑксем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.
14Иоана тӗрмене тытса хупнӑ. Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 15Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ: ӳкӗнӗр те Ырӑ Хыпара ӗненӗр!»
Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем
(Мф. 4:18-22; Лк. 5:1-11)
16Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан пӗртӑвансене – Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ. 17Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп». 18Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 19Тепӗртак кайсан Вӑл Зеведей ывӑлӗсене – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем те кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ. 20Ҫавӑнтах Иисус вӗсене Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулма чӗннӗ. Вӗсем вара хӑйсен ашшӗне Зеведея тарҫисемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Усал сывлӑша хӑваласа кӑларни
(Лк. 4:31-37)
21Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ. 22Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ. 23Вӗсен синагогинче усал ернӗ пӗр ҫын пулнӑ, вӑл кӑшкӑрса янӑ: 24«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» 25«Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!» 26Вара усал сывлӑш ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ. 27Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ». 28Часах пӗтӗм Галилея тӑрӑхӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Иисус нумай ҫынна чиртен сыватни
(Мф. 8:14-17; Лк. 4:38-41)
29Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ. 30Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнӑ пулнӑ. Ҫийӗнчех ун пирки Иисуса каласа панӑ. 31Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 32Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ. 33Пӗтӗм хулипех алӑк умне пуҫтарӑннӑ. 34Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентни
(Лк. 4:42-44)
35Ирхине вара Иисус ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ. 36Ҫапах та Симон тата унпа пӗрле пулнисем Ун хыҫҫӑн васканӑ. 37«Сана пурте шыраҫҫӗ», – тенӗ вӗсем Иисуса тупсан. 38«Манӑн ҫывӑхри ялсемпе хуласенче те ӳкӗтлесе вӗрентмелле, атьӑр унта каяр, мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене вӗрентме килнӗ», – тенӗ Иисус вӗсене. 39Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ.
Иисус юхан-суранлӑ ҫынна сыватни
(Мф. 8:1-4; Лк. 5:12-16)
40Пӗррехинче Ун патне юхан-суранлӑ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса Ӑна йӑлӑннӑ: «Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 41Иисус, хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». 42Ҫакна каласанах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ, ӳчӗ тап-таса пулса тӑнӑ. 43Иисус ун ҫине ҫирӗппӗн пӑхнӑ та ӑна ҫав самантрах кайма хушнӑ. 44«Асту, никама та ним те ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та ху тасалнӑшӑн Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ». 45Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Currently Selected:
Марк 1: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009