YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 28

28
28-мӗш сыпӑк
Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
(Мк. 16:1-8; Лк. 24:1-12; Ин. 20:1-10)
1Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ. 2Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ. 3Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ. 4Хурал тӑракансем унран хӑранипе вилесле чӗтресе ӳкнӗ. 5«Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп. 6Вӑл кунта ҫук ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, Хӑй каланӑ пекех, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Хуҫамӑра хунӑ вырӑна кайса пӑхӑр та 7Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ». 8Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ. 9Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ. 10Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ.
11Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче чухне хӑш-пӗр хуралҫӑсем хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. 12Вара аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе калаҫса татӑлса, салтаксене нумай укҫа панӑ та 13ҫапла сас-хура кӑларма хушнӑ: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ чухне, вӗренекенӗсем пынӑ та Унӑн ӳтне вӑрласа кайнӑ». 14«Ҫак сас-хура Рим лартнӑ пуҫлӑх хӑлхине кӗрес пулсан, – тенӗ вӗсем, – эпир хамӑрах майлашӑпӑр, айӑпӗ сирӗн ҫинче пулмӗ». 15Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек сас-хура сарса ҫӳренӗ. Ҫак суя сӑмах иудейсем хушшинче халичченех ҫӳрет.
Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вун пӗр апостола курӑнни
(Мк. 16:14-18; Лк. 24:36-49; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)
16Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. 17Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ. 18Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ. 19Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. 20Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.

Currently Selected:

Матфей 28: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in