YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 27

27
27-мӗш сыпӑк
Иисуса Пилат патне илсе кайни. Иуда вилӗмӗ
(Мк. 15:1; Лк. 23:1-2; Ин. 18:28-32)
1Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ. 2Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
3Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ. 4«Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл». 5Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ. 6Аслӑ священниксем, пӑрахнӑ укҫана пуҫтарса, ҫапла каланӑ: «Ку – юн укҫи, ҫавӑнпа ӑна Турӑ Ҫурчӗн укҫа арчине хума юрамасть». 7Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ютран килнӗ ҫул ҫӳрекенсем валли масар вырӑнӗ тума ҫав укҫапа пӗр чӳлмекҫӗрен ҫӗр илнӗ. 8Ҫавӑнтанпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ. 9Ҫапла вара Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Израиль ывӑлӗсем вӑтӑр кӗмӗл укҫалӑх Хакланине ҫавӑн чухлӗ укҫаллах илчӗҫ. 10Хуҫа Турӑ мана пӗлтернӗ пекех, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ».
Иисус Пилат патӗнче
(Мк. 15:2-5; Лк. 23:3-5; Ин. 18:33-38)
11Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус. 12Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен. 13Унтан Пилат Ӑна ҫапла каланӑ: «Илтместӗн-им, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗн айӑп кӑтартаҫҫӗ?» 14Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ.
Иисуса вӗлерме ыйтни
(Мк. 15:6-15; Лк. 23:13-25; Ин. 18:39–19:16)
15Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ. 16Ҫавӑн чухне тӗрмере пӗр Варавва ятлӑ паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ. 17Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?» 18Вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен ҫапла ыйтнӑ. 19Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм». 20Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. 21«Сире иккӗшӗнчен хӑшне кӑларса памалла?» – тесе ыйтнӑ пуҫлӑх халӑхран. «Вараввӑна», – тенӗ ҫынсем. 22«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте. 23«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 24Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ. 25«Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр!» – тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ пӗтӗм халӑх. 26Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Иисусран мӑшкӑллани
(Мк. 15:16-20; Ин. 19:2-3)
27Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине#27:27 Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ. илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ. 28Вӗсем Ӑна хывӑнтарса патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ. 29Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ. Салтаксем Ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та мӑшкӑлла-мӑшкӑлла: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе кулнӑ. 30Салтаксем Ун ҫине сурнӑ, туйине илсе Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. 31Ҫапла мӑшкӑлласан-мӑшкӑлласан, хӗрлӗ тумне хывтарса, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ та Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Иисус Христоса пӑталани
(Мк. 15:21-32; Лк. 23:26-43; Ин. 19:17-27)
32Тухнӑ чухне вӗсем Симон ятлӑ Киринея ҫыннине тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. 33Голгофа ятлӑ вырӑна ҫитсессӗн – Голгофа тени «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет, – 34Иисуса ват йӳҫҫипе хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех панӑ, ӑна тутанса пӑхсан Иисус ӗҫесшӗн пулман. 35Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 36Унтан хайхисем пӑталанӑ Иисуса хураллама ларнӑ. 37Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. 38Ҫавӑн чухнех Иисуспа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха, пӗрне – сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ. 39Иртен-ҫӳренсем пуҫӗсене сулла-сулла Ӑна хурласа калаҫнӑ. 40«Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем. 41Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе фарисейсем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ: 42«Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр. 43Вӑл Турра шанатчӗ; Турра юрӑхлӑскерех пулсан, халӗ эппин Турӑ ҫӑлтӑр Ӑна. „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ,“ – тетчӗ-ҫке-ха Вӑл». 44Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мк. 15:33-41; Лк. 23:44-49; Ин. 19:28-30)
45Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче тӗттӗмленсе ларнӑ. 46Виҫӗ сехет тӗлӗнче вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Или! Или! Лама савахфани?» Ҫакӑ вӑл: «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» – тени пулать. 47Ҫакна илтсен ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри каланӑ: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет». 48Ҫав самантрах вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. 49«Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар, – тенӗ ыттисем, – Илия Ӑна ҫӑлма килет-и?» 50Иисус тепӗр хут хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
51Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ, ҫӗр чӗтреннӗ, чул ту хысакӗсем те ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ. 52Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ та, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. 53Вӗсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ Иерусалим хулине кӗнине нумай ҫын курнӑ. 54Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»
55Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ. 56Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ.
Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
(Мк. 15:42-47; Лк. 23:50-56; Ин. 19:38-42)
57Каҫ пулсан унта Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр пуян ҫын пынӑ; вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ. 58Вӑл Пилат патне кайса Иисус ӳтне пама тархасланӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ. 59Иосиф Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те 60хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ. 61Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларнӑ.
Тупӑклӑх умне хурал тӑратни
62Тепӗр кунне, шӑмат кун, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ. 63«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир. 64Ҫавӑнпа Иисусӑн тупӑклӑхне пӗр виҫӗ кун хушши хураллама хушсам. Вӗренекенӗсем Унӑн ӳтне вӑрласа ан кайччӑрччӗ, кайран халӑха: „Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ!“ – тесе ан ҫӳреччӗрччӗ. Ӗҫ-пуҫ кунашкал кайсан вара ҫак юлашки ултав малтанхинчен те усалтарах пулӗ». 65«Сирӗн хуралҫӑсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр», – тенӗ Пилат. 66Вӗсем вара тупӑклӑха хураллама кайнӑ, хупланӑ чулне пичетлесех паллӑ тунӑ, хурал тӑратнӑ.

Currently Selected:

Матфей 27: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in