Матфей 26
26
26-мӗш сыпӑк
Иудейсем Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
(Мк. 14:1-2; Лк. 22:1-2; Ин. 11:45-53)
1Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ». 3Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ. 4Вӗсем Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ. 5Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Халӑх пӑлханмалла ан пултӑр тесен ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар».
Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
(Мк. 14:3-9; Ин. 12:1-8)
6Пӗррехинче, Иисус Вифанири юхан-суранлӑ Симон килӗнче чухне, 7пӗр хӗрарӑм Ун патне хаклӑ йышши мирӑ янӑ алебастр савӑт ҫӗклесе пынӑ. Иисус хӑналаннӑ чухнех ҫав хӗрарӑм Унӑн пуҫне ҫу сӗре пуҫланӑ. 8Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тарӑхса каланӑ: «Мӗне кирлӗччӗ кунашкал тӑкакланни? 9Ку мирӑна пысӑк хакпа сутмаллаччӗ те укҫине чухӑнсене памаллаччӗ». 10Анчах та Иисус, вӗсем кӑмӑлсӑррине асӑрхасан, ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 11Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук. 12Ҫак хаклӑ ҫӑва Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, хӗрарӑм Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ. 13Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара пӗтӗм тӗнчипех ӳкӗтлесе вӗрентсен те, пур ҫӗрте те, ҫак хӗрарӑм ятне асӑнсан, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».
Иуда Искариот сутӑнчӑклӑхӗ
(Мк. 14:10-11; Лк. 22:3-6)
14Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ. 15«Иисуса сутнӑшӑн эсир мана мӗн парӑр?» – тенӗ Иуда вӗсене. Лешсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа сӗннӗ. 16Ҫавӑнтан вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.
Пасхӑна хатӗрленни
(Мк. 14:12-21; Лк. 22:7-14, 21-23; Ин. 13:21-30)
17Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнчех вӗренекенӗсем Иисуса ҫапла пырса каланӑ: «Ху валли пасха апачӗ ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн?» 18Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене хулана пӗр ҫын патне кайма, ӑна Хӑйӗн сӑмахӗсене калама хушнӑ: «Манӑн вӑхӑтӑм ҫывхарчӗ, сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха уявне тӑвас тетӗп». 19Вӗренекенӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ, пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ. 20Каҫ пулсан, Вӑл вун икӗ вӗренекенӗпе пӗрле ҫиме ларнӑ. 21«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ». 22Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара кашниех Ӑна: «Хуҫамӑр, эпӗ мар пулӗ те?» – тенӗ. 23«Манпа пӗр чашӑкран ҫиекенех Мана сутӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус. 24– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ». 25«Равви!#26:25 Равви – еврейсем тӗн вӗрентӳҫисене ҫапла хисеплесе каланӑ. Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Каҫхи вӑрттӑн апатлану
(Мк. 14:22-26; Лк. 22:15-20; 1 Кор. 11:23-25)
26Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. 27Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан, 28ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн. 29Ӗнтӗ сире калатӑп: паянтан Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп». 30Вара, Турра мухтаса юрланӑ хыҫҫӑн, Иисуспа вӗренекенӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мк. 14:27-31; Лк. 22:31-34; Ин. 13:36-38)
31Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем саланса кайӗҫ“. 32Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». 33«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ яланах шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр. 34«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн». 35«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.
Иисус Гефсиманире
(Мк. 14:32-42; Лк. 22:39-46)
36Унтан Иисус вӗренекенӗсемпе Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. 37Вара Петра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне Хӑйпе илсе кайнӑ та пӑшӑрханса хуйхӑрма пуҫланӑ. 38«Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. 39Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». 40Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Манпа пӗрле эсир пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? – тенӗ вӑл Петра. 41– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак». 42Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр». 43Вӗренекенӗсем патне тавӑрӑнсан Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулнӑ. Вӗсене ыйхӑ пуссах ҫитернӗ. 44Унтан Иисус, вӗсене хӑварса, каллех аяккарах пӑрӑннӑ та малтанхи пекех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. 45Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем патне тавӑрӑннӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парас вӑхӑт ҫитрӗ. 46Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах».
Иисуса тытни
(Мк. 14:43-50; Лк. 22:47-53; Ин. 18:3-12)
47Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ. 48Сутаканӗ ушкӑнрисене ҫапла паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ, эсир вара Ӑна ярса тытӑр». 49Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ. 50Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Тусӑм, мӗн тума килнине ту!» Ҫав вӑхӑтра ыттисем Иисуса ҫавӑрса илнӗ те Ӑна ярса тытнӑ. 51Иисуспа юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн хӑлхине касса татнӑ. 52Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑнне чик, мӗншӗн тесен хӗҫ ҫӗклекенсем хӗҫпех пӗтӗҫ. 53Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ. 54Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?» 55Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. 56Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.
Иисуса Каиафа патне илсе пыни
(Мк. 14:53-65; Лк. 22:54-55, 63-71; Ин. 18:13-14, 19-24)
57Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе пынӑ. Унта саккун вӗрентӳҫисемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем те пухӑннӑ пулнӑ. 58Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ. 59Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли суя сӑлтав шыранӑ. 60Ун ҫинчен суйса айӑп кӑтартакансем нумаййӑн пынӑ пулин те, вӗлермеллех айӑплама сӑлтав тупӑнман. Юлашкинчен суйса айӑп кӑтартакансем иккӗн пынӑ. 61Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл». 62Аслӑ священник ури ҫине тӑнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» 63Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?» 64«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». 65Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр! 66Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тавӑрса каланӑ вӗсем. 67Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн 68ыйтнӑ: «Эй, Христос! Пророкла кала-ха: Хӑвна кам ҫапрӗ?»
Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мк. 14:66-72; Лк. 22:56-62; Ин. 18:15-18, 25-27)
69Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче, ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ», – тенӗ. 70Петр пурин умӗнчех Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн ҫинчен каланине пӗлместӗп», – тенӗ. 71Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ». 72«Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тупа тусах туннӑ каллех Петр. 73Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса: «Эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ку калаҫни-тунинчен те паллӑ», – тенӗ. 74Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. 75Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Currently Selected:
Матфей 26: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009