Матфей 25
25
25-мӗш сыпӑк
Вунӑ хӗр ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1«Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ вунӑ хӗр евӗрлӗ пулӗ. 2Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ пулнӑ, пиллӗкӗшӗ – айван. 3Айваннисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ, анчах ҫунтармалли ҫуне илмен. 4Ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсене те, ҫунтармалли ҫу кӑкшӑмӗсене те илнӗ. 5Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсем ыйхӑласа ҫывӑрсах кайнӑ. 6Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ килет, хирӗҫ тухӑр!“ 7Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене йӗркене кӗртнӗ. 8„Пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ, пире ҫу парӑр-ха“, – тенӗ айваннисем ӑслисене. 9Анчах та ӑслисем ҫапла тавӑрса каланӑ: „Парсассӑн ҫӑвӗ сире те, хамӑра та ҫитеймӗ. Ҫу сутакан патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“. 10Вӗсем ҫу туянма кайсан кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ. Вара хатӗр тӑракан пилӗк хӗр унпа пӗрле туй пулас пӳрте кӗнӗ, унтан тарҫӑсем алӑка хупса хунӑ. 11Тепӗртакран ҫу патне кайнӑ хӗрсем тавӑрӑннӑ та: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсемччӗ пире!“ – тенӗ. 12Анчах та каччӑ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“. 13Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».
Талант ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 19:11-27)
14«Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулса иртӗ. Пӗр ҫын ют ҫӗр-шыва тухса каяс умӗн чурисене чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма шанса хӑварнӑ. 15Кашнин пултарулӑхне кура хайхи хуҫа пӗр тарҫине пилӗк талант кӗмӗл укҫа, теприне икӗ талант, тата теприне пӗр талант уйӑрса панӑ, хӑй часах ҫула тухса кайнӑ. 16Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ. 17Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ. 18Пӗр талант илни вара кайнӑ та хуҫи панӑ кӗмӗл укҫана ҫӗре чавса пытарнӑ. 19Чылай вӑхӑт иртсен хуҫи тавӑрӑннӑ та чурасем укҫапа мӗн тунине тӗрӗсле пуҫланӑ. 20Пилӗк талант илни тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата пилӗк талант тупӑш турӑм“. 21„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“. 22Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“. 23„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“. 24Унтан пӗр талант илни ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акмасӑрах вырса илетӗн, сапмасӑрах пухса илетӗн. 25Ҫавӑнпа та санран хӑранипе эсӗ панӑ таланта ҫӗре чавса пытартӑм, акӑ санӑн укҫу“. 26„Эх, усал та кахал чура! – тавӑрнӑ ӑна хуҫи. – Эпӗ акмасӑрах вырнине, сапмасӑрх пухса илнине эсӗ пӗлнӗ. 27Эппин ман укҫама усламҫӑсене памаллаччӗ, тавӑрӑнсан вара эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм. 28Ӗнтӗ унран пӗр талантлӑх укҫине илӗр те вунӑ талантлӑ чурама парӑр. 29Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ. Камӑн ҫук, мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 30Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн#25:30 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук. .
Пулас Суд
31«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ. 32Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ. Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрӗ. 33Сурӑхӗсене Вӑл Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне вырнаҫтарӗ. 34Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр. 35Мӗншӗн тесен Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр, ӑш хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр, ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнтӑр. 36Тумтир кирлӗ чухне Мана тумлантартӑр, чирлӗ чухне Мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне те Ман патӑма пырсах тӑтӑр“. 37Вара сӑваплисем Ӑна ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр, ҫиессӳ килнине курса хӑҫан эпир Сана ҫитертӗмӗр? Е ӗҫессӳ килнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр? 38Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӑҫан хӑна пек йышӑнтӑмӑр? Тумтир ҫителӗксӗррине курса хӑҫан тумлантартӑмӑр? 39Эсӗ чирлине, тӗрмерине курса хӑҫан Саншӑн тӑрӑшрӑмӑр?“ 40„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“. 41Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран! 42Мӗншӗн тесен ҫиессӗм килсен эсир Мана ҫитермерӗр, ӗҫессӗм килсен Мана ӗҫтермерӗр. 43Ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнмарӑр, тумтир кирлӗ чухне тумлантармарӑр. Эпӗ чирлӗ чухне, тӗрмере чухне Маншӑн тӑрӑшмарӑр“. 44Вара вӗсем те ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр! Санӑн ӗҫессӳ, ҫиессӳ килнине е ҫул ҫӳренине, е тумтирсӗррине, е чирлине, е тӗрмерине эпир хӑҫан куртӑмӑр, хӑҫан Сана пулӑшмарӑмӑр?“ 45„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“. 46Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Currently Selected:
Матфей 25: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009