YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 24

24
24-мӗш сыпӑк
Турӑ Ҫуртне аркатасси тата тӗнче пӗтесси ҫинчен
(Мк. 13:1-13; Лк. 21:5-19)
1Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ та ҫулпа утса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе хуралтисене кӑтартас тесе, Ун патне вӗренекенӗсем пынӑ. 2«Ҫак ҫуртсене куратӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».
3Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» 4Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр. 5Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ – Христос“ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. 6Тата сирӗн вӑрҫӑсем ҫинчен илтмелле, вӑрҫӑ хыпарӗсем илмелле пулӗ. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫавсен пурин те пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха. 7Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; вырӑнӑн-вырӑнӑн выҫлӑх ҫулсем, вӗлерекен чир-чӗрсем, ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ. 8Ҫапах та ҫаксем пурте – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ. 10Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ. 11Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ. 12Йӗркесӗрлӗх вӑйланса пынӑҫемӗн ҫынсем пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ. 13Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. 14Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».
Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
(Мк. 13:14-23; Лк. 21:20-24)
15«Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – 16вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 17Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 18Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 19Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 20Хӑвӑр тарас вӑхӑт хӗллене е шӑмат куна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 21Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. 22Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Турӑ ҫав кунсен шутне чакарӗ. 23Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е „Авӑ унта“, – тесен ан ӗненӗр. 24Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 25Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм. 26Ҫапла вара: „Авӑ, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухӑр, „Авӑ, Христос шалти пӳлӗмсенче“, – тенине илтсен те ан ӗненӗр. 27Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӗвел тухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвел анӑҫне ҫитичченех ялтӑраса тӑракан ҫиҫӗм пек курӑнса килӗ. 28Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем пуҫтарӑнӗҫ».
Этем Ывӑлӗ килесси ҫинчен
(Мк. 13:24-27; Лк. 21:25-28)
29«Ҫав асап кунӗсем хыҫҫӑнах хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ. 30Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 31Вара, вӑйлӑ труба сасси янӑраса кайсан, Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем тӗнчен тӑватӑ енчен те, пӗлӗтӗн пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитичченех Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пухӗҫ».
Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
(Мк. 13:28-31; Лк. 21:29-33)
32«Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 33Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр. 34Чӑн калатӑп сире: ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 35Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.
36Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса Атте Турӑсӑр пуҫне никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ. 37Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ. 38Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. 39Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ. 40Ун чухне хирте ӗҫлекен икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 41Ал арманӗпе авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ».
Хатӗр тӑма чӗнни
42«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр. 43Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: вӑрӑ хӑҫан килессе кил хуҫи пӗлес пулсассӑн ҫав вӑхӑтра вӑл сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ. 44Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Шанчӑклӑ тата шанчӑксӑр чурасем ҫинчен
(Лк. 12:41-48)
45«Кам шанчӑклӑ та ӑслӑ чура? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра апат ҫитерме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. 46Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ. 47Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 48Енчен те ҫав чура усал пулсан, хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, 49хӑйӗн юлташӗсенех хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫкӗҫсемпе ерсе кайса ӗҫсе ҫийӗ. 50Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра тавӑрӑнӗ те, 51ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине икӗ питлисемпе пӗрешкелех татса парӗ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ».

Currently Selected:

Матфей 24: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in