Матфей 23
23
23-мӗш сыпӑк
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни
(Мк. 12:38-40; Лк. 11:37-52; 20:45-47)
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус пухӑннӑ халӑха тата вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2«Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Моисей ларнӑ вырӑна йышӑннӑ. 3Ҫавӑнпа вӗсем сире мӗн каланине итлӗр, хушнине пурнӑҫласа тӑрӑр. Анчах та вӗсем пек ан хӑтланӑр: вӗсем хӑйсем каланине хӑйсем те тумаҫҫӗ. 4Вӗсем ҫынсен ӗнси ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, анчах та хӑйсем пӳрнине те хускатасшӑн мар. 5Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ. 6Вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ. 8Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем. 9Ҫӗр ҫинче никама та хисеплесе „атте“ тесе ан калӑр, мӗншӗн тесен унашкал хисеплӗ ята тивӗҫли – пӗртен-пӗр Ҫӳлти Аҫӑр. 10Хӑвӑра „ӑс паракан“ тесе те ан калӑр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗртен-пӗр Ӑс Паракан – Христос. 11Хӑвӑр хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр. 12Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
13Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
14Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр тата ҫын умӗнче юриех чылайччен кӗлтӑватӑр. Ҫавӑншӑн сире тата йывӑртарах айӑплав пулӗ#23:14 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. .
15Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр енне ҫавӑрасшӑн шывпа-ҫӗрпе нумай ҫул ҫӳретӗр. Ҫавӑрсан вара эсир ҫав ҫынна хӑвӑртан икӗ хут ытларах усала кӑларатӑр, унран тамӑк ачи туса хуратӑр.
16Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир. 17Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тӑвакан Турӑ Ҫурчӗ-и? 18Тата ҫапла калатӑр: „Парне вырӑнӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, унта кӳнӗ парнепе тупа тӑвакан – айӑплӑ“. 19Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и? 20Ҫапла вара парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинчи парнесемпе те тупа тӑвать. 21Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать. 22Пӗлӗтпе тупа тӑвакан Туррӑн Престолӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать.
23Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. 24Эй, суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑм туна кӗрсе каясран эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр.
25Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, вӗсен ӑшӗ вара ҫӑткӑнлӑхпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ. 26Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат.
27Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир сӑрланӑ тупӑклӑхсем евӗрлӗ: тулашӗнчен вӗсем хитрен курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара вилнисен шӑмми-шакки, тӗрлӗ тасамарлӑх тулса ларнӑ. 28Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара ултавлӑхпа, йӗркесӗрлӗхпе тулса ларнӑ.
29Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ӗлӗкхи пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, тӳрӗ пурӑннисен палӑкӗсене илемлететӗр. 30„Эпир мӑн асаттесен саманинче пурӑннӑ пулсан вӗсем пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“, – тетӗр эсир. 31Ҫапла майпа эсир хӑвӑр ҫинчен хӑвӑрах пророксене вӗлерекенсен ачисем, вӗсен ӗҫне тӑсакансем пулнине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗр. 32Аслаҫӑрсем туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр ӗнтӗ. 33Эй, ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра тамӑк вутне кӗме суд тӑвасран хӑтӑлса юлма пулать тетӗр-и? 34Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр. 35Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ. 36Чӑн калатӑп сире: ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак ӑрӑва айӑплав пулӗ».
Иисус Иерусалимшӑн кулянни
(Лк. 13:34-35)
37«Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 38Ӗнтӗ ҫуртӑр пушанса юлать. 39Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
Currently Selected:
Матфей 23: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009