YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 22

22
22-мӗш сыпӑк
Туй ӗҫки-ҫики ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 14:15-24)
1Иисус вӗсене татах ытарлӑн каласа вӗрентме пуҫланӑ: 2«Ҫӳлти Патшалӑх хӑйӗн ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса паракан патша евӗрлӗ. 3Вӑл хӑйӗн чурисене туя чӗнсе хунисене йыхрав тума янӑ, анчах лешсем пырасшӑн пулман. 4Вара патша урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ӗҫкӗм-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене те пустартӑм, йӑлтах хатӗр, туя килме кӑмӑл тусамӑр“. 5Чӗнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ – хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ. 6Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ. 7Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ. 8Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ. 9Ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, пурне те туя чӗнӗр“. 10Вара чурисем ҫул-йӗрсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чӗнсе пынӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑна-вӗрле туллиех пулнӑ. 11Патша, хӑнисене курма кӗрсен, унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна асӑрханӑ. 12„Тусӑм, епле эсӗ туй тумтирӗсӗрех кунта килтӗн?“ – тенӗ ӑна патша. Лешӗ чӗнмен. 13Вара патша тарҫисене ҫапла каланӑ: „Ҫакӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула, тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. 14Мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
Рим патшине тӳлемелли налук
(Мк. 12:13-17; Лк. 20:20-26)
15Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Вӑл каланинче епле те пулин айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе канаш тунӑ. 16Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн. 17Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?» 18Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр, икӗ питлӗскерсем? 19Налук тӳлемелли укҫӑра Мана кӑтартӑр-ха». Лешсем Ун патне пӗр динарийлӗх укҫа илсе пынӑ. 20Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» 21«Патшанне», – тенӗ лешсем. Вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». 22Ҫакна илтсен, тӗлӗннипе шалтах аптӑраса, вӗсем Ун патӗнчен тухса кайнӑ.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни
(Мк. 12:18-27; Лк. 20:27-40)
23Ҫав кунах Иисус патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ. Вӗсем Унран ыйтнӑ: 24«Вӗрентекен! Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пӑча юлмасан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 25Пирӗн патра ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлчӗ. 26Иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те, пурте – ҫиччӗмӗшӗ таранах – ҫапла вилсе пычӗҫ. 27Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 28Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ ӗнтӗ? Вӑл пуринпе те пурӑннӑ-ҫке-ха». 29Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр. 30Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ. 31Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им? 32„Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». 33Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Чи аслӑ пил-хушу
(Мк. 12:28-34; Лк. 10:25-28)
34Иисус саддукейсен ҫӑварне хуплани ҫинчен илтсен фарисейсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ. 35Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: 36«Вӗрентекен, саккунри чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» 37Иисус вара ӑна каланӑ: «„Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан юрат“. 38Ҫакӑ – чи малтанхи тата чи аслӑ пил-хушу. 39Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. 40Моисей саккунӗпе пророксен сӑмахӗ пӗтӗмпех ҫак икӗ пил-хушу ҫинче никӗсленсе тӑрать».
Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?
(Мк. 12:35-37; Лк. 20:41-44)
41Фарисейсем пухӑнса ҫитсен Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 42«Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна. 43Иисус вӗсене каланӑ: «Епле-ха эппин Давид, Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе, Ӑна Хуҫам тет? Давид ҫапла каланӑ вӗт-ха: 44„Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. 45Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет пулсан, епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» 46Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа вара Иисуса ыйтусем пама никам та хӑяйман.

Currently Selected:

Матфей 22: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in