Матфей 21
21
21-мӗш сыпӑк
Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
(Мк. 11:1-11; Лк. 19:28-38; Ин. 12:12-19)
1Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагине ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне 2ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех эсир унта тихаллӑ, кӑкарса хунӑ ашак амине курӑр. Эсир ӑна вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр. 3Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ». 4Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 5«Сион хӗрне#21:5 Сион хӗрне – Иерусалимра пурӑнакансене. калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать». 6Вӗренекенӗсем вара яла кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ. 7Ашак амипе тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем хӑйсен тумтирӗсене ашаксем ҫине хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ. 8Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна#21:9 Осанна – еврейла «ҫӑлсамччӗ» тенине пӗлтерет; ку сӑмахпа мухтав сӑмахӗ пек те усӑ курнӑ. ! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх. 10Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» – тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ. 11«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мк. 11:15-19; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)
12Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ та суту-илӳ тӑвакансене пурне те унтан хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере тухнӑ. 13«Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ», – тенӗ вӗсене Иисус. 14Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Иисус вӗсене сыватнӑ. 15Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ. 16«Ҫаксем Сан пирки мӗн каланине илтетӗн-и?» – тенӗ вӗсем Иисуса. «Илтетӗп, – хуравланӑ Иисус, – „пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисен чӗлхи-ҫӑварӗпе Хӑвна мухтава кӑларӑн“ тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-им?» 17Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.
Смоква йывӑҫҫине ылханни. Ӗненӳ вӑйӗ
(Мк. 11:12-14, 20-24)
18Ирхине хулана тавӑрӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ. 19Вӑл ҫул хӗрринче смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ. Иисус йывӑҫ патнерех пынӑ та ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман. «Сан ҫинче текех ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр», – тенӗ Иисус смоква йывӑҫҫине. Смоква ҫав самантрах хӑрса ларнӑ. 20Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ. «Епле-ха смоква йывӑҫҫи пӗр самантрах хӑрса ларчӗ?» – тенӗ вӗсем. 21«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те. 22Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мк. 11:27-33; Лк. 20:1-8)
23Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем. 24Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур: эсир Мана каласан, Эпӗ те ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп. 25Иоанн шыва кӗртни ӑҫтан пулнӑ: ҫӳлтен-и е этемрен?» Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, Вӑл пире: „Апла эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?“ – тейӗ. 26„Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“». 27«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.
Икӗ ывӑл ҫинчен каланӑ ытарлӑх
28«Эсир тата ҫак ӗҫ-пуҫ пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрин патне пынӑ та ҫапла каланӑ: „Ачам, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха“. 29„Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ. 30Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пынӑ та ҫав ӗҫех тума хушнӑ. „Юрӗ, аттем“, – тенӗ ывӑлӗ, анчах хӑй кайман. 31Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ. 32Мӗншӗн тесен сирӗн патӑра тӳрӗлӗх ҫулӗпе Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те, эсир ӑна ӗненмерӗр. Налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӑна ӗненчӗҫ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та эсир ӗненесчӗ тесе ӳкӗнмерӗр».
Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мк. 12:1-12; Лк. 20:9-19)
33«Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ. 34Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ. 35Анчах та лешсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе тӑкнӑ, хӑшне ҫапса пӑрахнӑ, хӑшне тата чулпа пере-пере вӗлернӗ. 36Хуҫа вара урӑх тарҫисене янӑ. Вӗсем малтанхисенчен те йышлӑрах пулнӑ, анчах та пахчаҫӑсем кусемпе те ҫаплах хӑтланнӑ. 37Юлашкинчен хуҫи вӗсем патне ывӑлне янӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тесе шухӑшланӑ вӑл. 38Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“. 39Вара ӑна тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. 40Ӗнтӗ пахча хуҫи килсен ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ?» 41«Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна. 42Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и? 43Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ. 44Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ#21:44 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. ». 45Унӑн ытарлӑхӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Иисус хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. 46Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.
Currently Selected:
Матфей 21: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009