YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 20

20
20-мӗш сыпӑк
Тара тытнӑ ҫынсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа ирхине ирех иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ҫынсене тара тытма тухнӑ. 2Кунне пӗр динарий тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ. 3Пӗр тӑхӑр сехет тӗлнелле хуҫа каллех тухнӑ та пасар вырӑнӗнче тара кӗрӗшес текен, ӗҫсӗр ларакан ытти ҫынсене курнӑ. 4„Эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине ӗҫлеме кайӑр, тивӗҫлӗ чухлӗ сире те тӳлӗп“, – тенӗ хуҫа вӗсене те. Лешсем вара кайнӑ. 5Кӑнтӑрлапа тата кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче тухсан та хуҫа ҫаплах тунӑ. 6Унтан вара, кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче, вӑл каллех пасар вырӑнне пынӑ та ӗҫсӗр ларакан урӑх ҫынсене курса ҫапла каланӑ: „Кунӗпех ӗҫе кӗрӗшеймерӗр-и, ахалех ларатӑр-и?“ 7„Пире тара тытакан пулмарӗ ҫав“, – тавӑрнӑ лешсем ӑна. „Эсир те ман пахчама ӗҫлеме кайӑр, мӗн тӳлемеллине сире тӳлӗҫ“, – тенӗ хуҫа вӗсене. 8Каҫ пулсан хайхи пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: „Тара кӗрӗшнисене чӗнсе кил те каярахран ӗҫлеме пуҫланисенчен тытӑнса малтан ӗҫлеме пуҫланисене пурне те укҫа тӳле“. 9Кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче ӗҫлеме тухнисем пынӑ та пӗрер динарий ӗҫ укҫи илнӗ. 10Ирхине ирех ӗҫлеме тухнисем пынӑ та: „Пире ытларах тӳлет пулӗ-ха“, – тесе шухӑшланӑ. Анчах вӗсем те, калаҫса килӗшнӗ пекех, пӗрер динарий илнӗ. 11Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ. 12„Кусем, кайран килнисем, пӗр сехет пек ӗҫлерӗҫ те, пирӗнпе, кун каҫа шӑрӑхра тар тӑкса тертленекенсемпе, танах илчӗҫ“, – тенӗ вӗсем. 13Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравланӑ: „Тусӑм, эпӗ сана кӳрентермерӗм-ҫке. Кӗрӗшнӗ чухне эпир санпа пӗр динарийлӗх калаҫса татӑлмарӑмӑр-им вара? 14Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те каях. Эпӗ ҫак кайран кӗрӗшнине те сана тӳленӗ чухлех парас тетӗп. 15Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“ 16Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ. Мӗншӗн тесен чӗнни нумай та – суйласа илни сахал#20:16 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук. ».
Иисус Хӑй вилӗмрен чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани
(Мк. 10:32-34; Лк. 18:31-34)
17Иисус, Иерусалима кайнӑ чухне, ҫул ҫинче Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18«Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ. 19Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».
Зеведей ывӑлӗсем ыйтни
(Мк. 10:35-45)
20Ҫавӑн чухне Зеведей арӑмӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иисус патне пынӑ. Вӑл Иисуса ӳксе пуҫҫапсах темӗн тархасланӑ. 21«Сана мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ унран Иисус. Зеведей арӑмӗ Ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма шантарсамччӗ». 22«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?#20:22 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» сӑмахсем ҫук. » «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем. 23«Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ#20:23 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ» сӑмахсем ҫук. , анчах Хамран сылтӑм енне те, сулахай енне те лартаканӗ Эпӗ мар. Аттем вӑл вырӑнсене кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ». 24Ҫак сӑмахсене илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ икӗ пӗртӑвана питӗ тарӑхса кайнӑ. 25Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен патшисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр. 26Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. 27Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. 28Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Икӗ суккӑра сыватни
(Мк. 10:46-52; Лк. 18:35-43)
29Иисуспа вӗренекенӗсем Иерихон ятлӑ хуларан тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 30Ҫавӑнта ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 31Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 32Вара Иисус чарӑннӑ та суккӑрсене ҫывӑхарах чӗнсе илсе: «Эсир Манран мӗн ыйтасшӑн?» – тенӗ. 33«Эй, Хуҫамӑр! Пирӗн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑрсем. 34Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

Currently Selected:

Матфей 20: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in