YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 19

19
19-мӗш сыпӑк
Уйӑрӑласси ҫинчен
(Мк. 10:1-12)
1Ҫак сӑмахсене вӗҫлесен Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. 2Ун хыҫҫӑн нумай халӑх пынӑ, унта Вӑл чирлисене сыватнӑ. 3Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?» 4Иисус вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пултаракан чӑн малтанах ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла туни ҫинчен вуламан-им эсир? 5Унтан каланӑ: „Ҫавӑнпа ҫын ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗпе пӗрлешӗ, вара иккӗн пӗр ӳт пулӗҫ“. 6Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ. 7«Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем. 8Иисус вӗсене каланӑ: «Чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен Моисей сире арӑмсене уйӑрса яма ирӗк панӑ, малтанах апла пулман. 9Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫав мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑрать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать#19:9 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук. ». 10«Арӑмпа ҫак ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса пурӑнас пулсан, авланиччен авланманни», – теҫҫӗ вӗренекенӗсем Иисуса. 11«Эп каланине пурте мар, кама Турӑ ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнланӗ, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 12– Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри ҫуралассах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралать, хӑшне ҫынсем каярахпа юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ. Теприсем тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн тӑрӑшас тесе хӑйсемех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма килӗшмеҫҫӗ. Кама ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнлантӑр».
Иисус ачасене пиллет
(Мк. 10:13-16; Лк. 18:15-17)
13Ҫавӑн чухне ҫынсем ачисене Иисус патне аллине хурса кӗлтутарма илсе пынӑ; вӗренекенӗсем вара вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. 14Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн». 15Вара Вӑл ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те урӑх ҫӗре кайнӑ.
Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк
(Мк. 10:17-31; Лк. 18:18-30)
16Иисус патне пӗр ҫын пынӑ. «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла-ши?» – тенӗ вӑл. 17«Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – хуравланӑ ӑна Иисус. – Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар#19:17 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче: «Мӗншӗн эсӗ Манран ырри ҫинчен ыйтатӑн? – хуравланӑ ӑна Иисус. – Ырри Пӗри кӑна». . Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен пил-хушусене пурнӑҫласа пурӑн». 18«Хӑшсене?» – ыйтнӑ лешӗ Иисусран. «Ак ҫаксене, – тавӑрнӑ Иисус. – Ан вӗлер, мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, 19аҫу-аннӳне хисепле; ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 20«Эпӗ вӑл пил-хушусене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп-ха, тата мӗн тумалла-ши манӑн?» – тенӗ Ӑна ҫамрӑк. 21Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул». 22Ҫак сӑмахсене илтсен ҫамрӑк ҫын хуйха ӳкнӗ те пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ. 23«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вара Иисус вӗренекенӗсене, – пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме питӗ йывӑр. 24Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 25«Кам ҫӑлӑнма пултарӗ-ха эппин?» – тенӗ вӗренекенӗсем ҫав сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн пит тӗлӗнсе. 26Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, Турӑ вара пурне те пултарать». 27Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?» 28«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр. 29Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ. 30Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».

Currently Selected:

Матфей 19: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in