YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 18

18
18-мӗш сыпӑк
Ачасем пек пулӑр
(Мк. 9:33-37; Лк. 9:46-48)
1Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи кам пулӗ?» 2Иисус пӗр пӗчӗк ачана кӑчӑк туртса чӗннӗ те ӑна вӗсен умне тӑратнӑ. 3«Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр. 4Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ. 5Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».
Илӗртӳсем ҫинчен
(Мк. 9:42-48; Лк. 17:1-2)
6«Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ. 7Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ. 8Сана аллу е уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Алӑсӑр е урасӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни ал-ураллӑнах тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен саншӑн лайӑхрах. 9Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах та ывӑтса яр: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен хӑрах куҫупа ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни саншӑн лайӑхрах».
Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 15:3-7)
10«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ. 11Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ#18:11 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. . 12Епле шутлатӑр эсир? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пур тейӗпӗр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне ту хушшинче хӑварса, ҫухалнине шырама каймӗ-и? 13Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ. 14Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».
Ӗненекен тӑвану ҫылӑха кӗрсен
(Лк. 17:3)
15«Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать. 16Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать. 17Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.
18Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ. 19Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ. 20Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пухӑннӑ ҫӗрте Эпӗ те вӗсемпе пулатӑп».
Пӗр-пӗрне каҫарасси ҫинчен
21Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?» 22«Ҫичӗ хутчен теместӗп, ҫичӗ хут ҫитмӗл таранах тетӗп, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. 23– Ҫакна Эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫак ытарлӑх евӗрлӗ. Пӗр патша чурисен парӑмне тӗрӗслеме шухӑш тытнӑ. 24Хайхискер парӑм укҫи шутла пуҫласан, ун патне вунӑ пин талант парӑмлӑ пӗр ҫынна илсе пынӑ. 25Парӑмне тӳлесе татма укҫи пулманран патша чурине хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те, мӗн пур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ. 26Ҫакна пӗлсен ҫав чура ун умне ӳксе тархасланӑ: „Патшам! Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“. 27Патша вара ҫав чурана хӗрхеннӗ те, ирӗке кӑларса, парӑмне каҫарнӑ. 28Анчах та патша патӗнчен тухнӑ-тухманах ҫак чура юлташне тӗл пулнӑ. Юлташӗ ӑна нумаях та мар, ҫӗр динарийлӗх парӑмлӑ пулнӑ. Хайхи чура ӑна ҫулса илнӗ те: „Парӑмна тавӑрса пар!“ – тесе пӑва пуҫланӑ. 29„Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“, – тесе тархасланӑ юлташӗ ун умне ӳксе. 30Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ. 31Ҫакна курса тӑнӑ ытти юлташӗсем хуйха ӳкнӗ. Вӗсем патша патне кайнӑ та пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ. 32Патша вара хайхи чурана чӗнтерсе ҫапла каланӑ: „Эй, усал чура! Эсӗ мана тархасларӑн та, эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм. 33Эп сана каҫарнӑ пекех санӑн та юлташна каҫармалла марччӗ-и вара?“ 34Ҫилли тулса ҫитнипе патша ҫав чурана асаплантаракансен аллине панӑ та пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех тертлентерме хушнӑ. 35Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».

Currently Selected:

Матфей 18: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in