1
Матфей 21:22
Синодальный НЗ
Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Compare
Explore Матфей 21:22
2
Матфей 21:21
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те.
Explore Матфей 21:21
3
Матфей 21:9
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Explore Матфей 21:9
4
Матфей 21:13
«Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ», – тенӗ вӗсене Иисус.
Explore Матфей 21:13
5
Матфей 21:5
«Сион хӗрне калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать».
Explore Матфей 21:5
6
Матфей 21:42
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?
Explore Матфей 21:42
7
Матфей 21:43
Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ.
Explore Матфей 21:43
Home
Bible
Plans
Videos