1
Матфей 26:41
Синодальный НЗ
– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак».
Compare
Explore Матфей 26:41
2
Матфей 26:38
«Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
Explore Матфей 26:38
3
Матфей 26:39
Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».
Explore Матфей 26:39
4
Матфей 26:28
ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн.
Explore Матфей 26:28
5
Матфей 26:26
Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.
Explore Матфей 26:26
6
Матфей 26:27
Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан
Explore Матфей 26:27
7
Матфей 26:40
Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Манпа пӗрле эсир пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? – тенӗ вӑл Петра.
Explore Матфей 26:40
8
Матфей 26:29
Ӗнтӗ сире калатӑп: паянтан Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп».
Explore Матфей 26:29
9
Матфей 26:75
Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Explore Матфей 26:75
10
Матфей 26:46
Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах».
Explore Матфей 26:46
11
Матфей 26:52
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑнне чик, мӗншӗн тесен хӗҫ ҫӗклекенсем хӗҫпех пӗтӗҫ.
Explore Матфей 26:52
Home
Bible
Plans
Videos