YouVersion Logo
Search Icon

Марк 3

3
3-мӗш сыпӑк
Алли типнӗ ҫынна сыватни
(Мф. 12:9-14; Лк. 6:6-11)
1Иисус каллех синагогӑна пынӑ; унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. 2Иисуса айӑплама сӑлтав тупас шутпа, ҫак ҫынна Вӑл шӑмат кун сыватмӗ-и тесе, хӑшӗ-пӗрисем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 3Иисус алли типнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: «Маларах тух-ха». 4Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен. 5Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 6Фарисейсем вара унтан тухсан тӳрех Ирод майлӑ ҫынсен ушкӑнӗпе пӗрле Иисуса епле вӗлерес-ши тесе Ӑна хирӗҫ кавар тунӑ.
Тинӗс хӗрринче
7-8Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тинӗс хӗррине кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Галилейӑра, Иудейӑра, Иерусалимра, Идумейӑра тата Иордан леш енче пурӑнакан темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем пирки сӑмах сарӑлнӑран унта Тирпа Сидон таврашӗнчи ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. 9-10Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ. 11Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: «Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 12Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.
Вун икӗ апостола суйласа илни
(Мф. 10:1-4; Лк. 6:12-16)
13Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ. 14-15Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. 16Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ; 17Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать; 18Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит 19тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мф. 12:22-32; Лк. 11:14-23; 12:10)
20Иисуспа вӗренекенӗсем пӗр ҫурта кӗнӗ. Каллех халӑх нумай пуҫтарӑннӑ пирки вӗсен апат ҫиме те май пулман. 21Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ. 22Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул#3:22 Веельзевул – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, пӗр ячӗ. , Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те. 23Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр? 24Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть, 25кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26Шуйттан та, хӑйпе хӑй хирӗҫсен, пайланса кайсан, тытӑнса тӑраймасть; унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ пулать вара. 27Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтанах вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр, никам та унӑн япалисене ҫаратаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. 28Чӑн калатӑп сире, этем ывӑлӗсен кирек епле ҫылӑхӗсем те, кирек епле хурласа калаҫнисем те каҫарӑнӗҫ. 29Анчах та кам Святой Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ. Ҫав ҫын ӗмӗрлӗхех айӑплӑ пулма тивӗҫлӗ». 30Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш ларать тенӗрен Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ.
Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
(Мф. 12:46-50; Лк. 8:19-21)
31Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ та, хӑйсем пӳрте кӗмен, Ӑна чӗнсе тухма ыйтнӑ. 32Иисус тавра халӑх ларнӑ. «Сана тулта Аннӳпе тӑванусем чӗнеҫҫӗ», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне. 33«Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 34Унтан, Хӑй тавра ларакансене пӑхса ҫавӑрӑнса, ҫапла каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем. 35Мӗншӗн тесен кам Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫав Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».

Currently Selected:

Марк 3: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in