Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 16
16
16-мӗш сыпӑк
Павелпа Сила хӑйсемпе пӗрле Тимофея илни
1Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ. 2Тимофей шанчӑклӑ ҫын пулнине Листрӑпа Иконири тӑвансем ҫирӗплетсех каланӑ. 3Павел ӑна хӑйпе пӗрле илме кӑмӑл тунӑ. Ҫав тӑрӑхри иудейсем Тимофей ашшӗ грек пулнине пурте пӗлсе тӑнӑран, иудейсене юрас тесе, вӑл Тимофея хӑй патне илсессӗнех унӑн ӳтне кастарнӑ. 4Вара, хуларан хулана ҫӳресе, вӗсем ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимри пухура йышӑннӑ йӗркесене тытса пурӑнма вӗрентнӗ. 5Ҫапла чиркӗве ҫӳрекенсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ, ӗненекенсен йышӗ куллен ӳснӗҫемӗн ӳснӗ.
Павела Македони ҫынни курӑнни
6Святой Сывлӑш хӑйсене Асире Турӑ сӑмахне вӗрентме чарнӑ пирки вӗсем Фригипе Галати ҫӗрӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ. 7Мисине ҫитсессӗн вӗсем Вифинине каясшӑн пулнӑ, анчах Святой Сывлӑш вӗсене унта та вӗрентме яман. 8Мисирен вӗсем Троадӑна аннӑ. 9Ҫӗрле вара Павела ҫакнашкал курӑну пулнӑ. Ун умне пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ та йӑлӑна-йӑлӑна: «Македонине пырса пире пулӑшсам», – тенӗ. 10Ҫак курӑну хыҫҫӑнах эпир Македонине кайма шухӑшларӑмӑр, Хуҫамӑр пире унта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.
Филиппы хулинчи Лидия тӗне кӗни
11Ҫапла вара, шывпа ишсе, Троадӑран тӳрех Самофракине, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр. 12Унтан эпир Филиппы ятлӑ хулана кайрӑмӑр. Филиппы – Македони ҫӗрӗн ҫак пайӗнчи хули тата Рим колонийӗ. Ҫав хулара эпир темиҫе кун хушши пурӑнтӑмӑр. 13Шӑмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хӗррине тухрӑмӑр. Ҫавӑнти пӗр вырӑна ӗненекенсем хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗлӗ тума пухӑнаҫҫӗ. Эпир те лартӑмӑр та пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр. 14Пирӗн калаҫӑва Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр хӗрарӑм та итлесе ларчӗ. Турра питӗ хисеплекен ҫав хӗрарӑм хаклӑ йышши пир-авӑр сутса пурӑннӑ. Павел сӑмахӗсене ӑнланса илме Хуҫамӑр унӑн чун-чӗрине уҫрӗ. 15Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.
Павелпа Силӑна тытса хупни
16Пӗррехинче пире, кӗлӗ тумалли вырӑна кайнӑ чухне, мӗн пулассине калаттаракан усал ернӗ пӗр хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ. Ҫак хӗрарӑм, мӗн пулассине пӗлтерсе, хуҫисене чылай тупӑш кӳрсе тӑнӑ. 17«Ҫак ҫынсем – Ҫӳлти Турӑ чурисем! Вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен хыпарлаҫҫӗ!» – тесе кӑшкӑрса пычӗ ҫав хӗрарӑм Павелпа пирӗн хыҫӑмӑртан. 18Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ. 19Хӑйсен тупӑш илес шанчӑкӗ пӗтнине туйса илнӗ хуҫасем вара Павелпа Силӑна тытрӗҫ те хула варрине, пуҫлӑхсем патне, сӗтӗрсе кайрӗҫ. 20Вара, вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырсан, ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем, иудейсем, хула халӑхне пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, 21урӑхла йӑласем вӗрентеҫҫӗ. Вӑл йӑла-йӗркесене пирӗн, Рим ҫыннисен, йышӑнма та, тытса пыма та юрамасть». 22Халӑх та вӗсен хутне кӗмерӗ, хирӗҫ пулчӗ. Вара Рим пуҫлӑхӗсем, апостолсен тумтирӗсене сӳсе илсе, патакпа ҫаптарма хушрӗҫ. 23Чылай хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, хурала тӗрмене хытӑ сыхлама хушса хӑварчӗҫ. 24Хушнине пурнӑҫласа, хурал пуҫлӑхӗ вӗсене тӗрмен шалти пӳлӗмне хупнӑ, урисене йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ.
25Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Сила кӗлтунӑ, Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакан ытти ҫынсем вӗсен кӗлли-юррине итленӗ. 26Сасартӑк тӗрме никӗсӗ те хускалмалла питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе кайнӑ. Ҫавӑнтах мӗн пур алӑк яри уҫӑлнӑ, пурин ҫинчи сӑнчӑрсем те татӑлса ӳкнӗ. 27Хуралҫӑ вӑраннӑ та тӗрме алӑкӗсем яри уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Вара хупнисем пурте тухса тарнӑ пулӗ тесе хӗҫне ярса тытнӑ та хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ. 28Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Хӑвна ан пӗтерех! Эпир пурте кунтах!» 29Хуралҫӑ, ҫутатмалли пама хушса, тӗрмене чупса кӗнӗ те хӑранипе чӗтресе Павелпа Сила умне ҫӗре ӳкнӗ. 30Унтан, вӗсене тӗрмерен ертсе тухсан, ҫапла каланӑ: «Эй, хисеплӗ ҫыннӑмсем! Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ?» 31«Иисус Христос Хуҫамӑра ӗнен, вара ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», – тенӗ вӗсем. 32Унтан ӑна хӑйне те, ун килӗнчисене пурне те Хуҫамӑр сӑмахне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 33Ҫав каҫах хуралҫӑ вӗсене илсе кайнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; вара тӳрех хӑй те, пӗтӗм кил-йышӗ те тӗне кӗнӗ. 34Килне илсе пырсан вӗсене апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ.
35Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем хӑйсен пулӑшуҫисене Павелпа Силӑна ирӗке кӑларма хушса тӗрмене янӑ. 36Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та канӑҫлӑн кайӑрах». 37Анчах та Павел вӗсене ҫапла каланӑ: «Пире, Рим гражданӗсене, пӗтӗм халӑх умӗнче судсӑр-мӗнсӗр патакпа ҫаптарчӗҫ, унтан тӗрмене хупрӗҫ. Халӗ вара вӑрттӑн кӑларса ярасшӑн-и? Ҫук, хӑйсем килсе хӑйсемех кӑларса яччӑр пире». 38Хула пуҫлӑхӗсен пулӑшуҫисем ҫак сӑмахсене хӑйсен пуҫлӑхӗсене кайса каласа панӑ. Вӗсем Рим гражданӗсем тенине илтсен хайхисен сехри хӑпнӑ. 39Вара вӗсем пырса каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан, вӗсене хуларан кайма тархасланӑ. 40Павелпа Сила вара тӗрмерен тухсанах Лидия патне кайнӑ. Унта вӗсем ӗненекен тӑвансемпе курнӑҫса калаҫнӑ, ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, унтан тин ҫула тухнӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 16: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009