Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 17
17
17-мӗш сыпӑк
Павелпа Сила Фессалоникӑра
1Амфипольпе Апполони урлӑ кайса, апостолсем Фессалоникӑна ҫитнӗ. Унта иудейсен синагоги пулнӑ. 2-3Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. 4Иудейсенчен хӑшӗ-пӗри ӗненме пуҫланӑ, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлӑ-сумлӑ чылай хӗрарӑм Павелпа Сила енне ҫавӑрӑннӑ. 5Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ. 6Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. 7– Иасон вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ! Вӗсем пурте император хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, вӗсем урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ!» 8Ҫапла вӗсем итлекен халӑха та, хула пуҫлӑхӗсене те пӑлхатса янӑ. 9Анчах та пуҫлӑхсем Иасонпа ыттисенчен саклат укҫи илнӗ те вӗсене ирӗке янӑ.
Верире
10Ӗненекен тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верине ӑсатнӑ. Унта ҫитсен вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ. 11Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ. 12Ҫапла вара иудейсенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ. Ӗненекенсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ грек хӗрарӑмӗсемпе арҫыннисем те чылай пулнӑ. 13Анчах та Фессалоникӑри иудейсем Павел Верире те Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн унта та пынӑ, халӑха хӗтӗртме, пӑлхатма пуҫланӑ. 14Вара ӗненекен тӑвансем Павела тинӗс хӗрринелле каякан ҫулпа ҫийӗнчех леҫсе янӑ. Силӑпа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ. 15Леҫсе яракансем Павела Афинӑна ҫитичченех ӑсатнӑ, унтан хӑйсем каялла тавӑрӑннӑ. Павел вӗсене: «Силӑпа Тимофей хӑвӑртрах ман патӑма килччӗр», – тесе пӗлтерме хушса янӑ.
Павел Афинӑра
16Силӑпа Тимофея Афинӑра кӗтсе пурӑннӑ чухне, пуҫҫапмалли кӗлеткесем хулипех тӑнине курса, Павелӑн чунӗ тӑвӑлсах ҫитнӗ. 17Ҫапла вара, вӑл иудейсемпе тата Турра хисеплекен ытти ҫынсемпе синагогӑра калаҫнӑ. Тата Павел кунсеренех пасар вырӑнӗнче тӗл пулакансемпе те калаҫнӑ. 18Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем. 19Вара вӗсем Павела ареопаг пухӑвне илсе пынӑ. «Пире те каласа парсамччӗ, – тенӗ вӗсем, – эсӗ ӳкӗтлекен ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗнлерехскер? 20Итлетпӗр те – эсӗ темле тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен калаҫатӑн, ҫавӑнпа та ку мӗнле вӗрентӳ пулнине пӗлес терӗмӗр». 21Афины ҫыннисем тата хулари урӑх ҫӗр-шыв ҫыннисем мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса е итлесе вӑхӑта ирттерме питӗ юратнӑ. 22Павел ареопаг пухӑвӗ умне тухса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Афины ҫыннисем! Сӑнатӑп та – эсир питӗ тӗн-тӗшмӗшлӗ пулнине куратӑп. 23Мӗншӗн тесен сирӗн сӑваплӑ вырӑнӑрсене пӑхса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр чӳк вырӑнӗ асӑрхарӑм. Ҫавӑнта „пӗлмен Турӑ валли“ тесе ҫырса хунӑччӗ. Эпӗ сире шӑпах хӑвӑр пӗлмесӗр пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп те. 24Тӗнчене тата тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех пултарнӑ Турӑ – ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи. Вӑл этем аллипе лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗсенче пурӑнмасть. 25Этем аллипе туни нимӗн те Ӑна кирлӗ мар. Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх тата тем те пӗр парса тӑрать. 26Пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫинче пурӑнччӑр тесе, Вӑл пӗр этемрен пӗтӗм этемлӗхе пултарнӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче ҫынсем пурӑнас вӑхӑта тата вырӑна Вӑл малтанах палӑртса хунӑ. 27Ҫакна Вӑл ҫынсем Хӑйне шыраччӑр, чун-чӗрепе туйса Хӑйне тупма ӑнтӑлччӑр тесе тунӑ. Тӗрӗссипе вара Турӑ пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар. 28Мӗншӗн тесен эпир Вӑл пуртан пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, хамӑр та пур. Сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑрсем калашле: „Эпир – Унӑн йӑхӗнчен“. 29Ҫапла ӗнтӗ, эпир хамӑр Турӑ йӑхӗнчен пулнине пӗлсе тӑратпӑр. Эппин этем шутласа кӑларнӑ, ылтӑнран, кӗмӗлтен е чултан ӑсталаса тунӑ кӗлетке Турӑ евӗрлӗ тесе шухӑшлани тӗрӗс мар. 30Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать. 31Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».
32Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсен пухура ларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. «Эпир сана тепӗр чух та итлӗпӗр-ха», – тенӗ теприсем. 33Вара Павел пухуран тухса кайнӑ. 34Ҫапах темиҫе ҫын, Павел майлӑ пулса, ӗненме пуҫланӑ. Вӗсем хушшинче ареопаг пухӑвӗнче ларакан Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм тата ыттисем те пулнӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 17: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009