Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 15
15
15-мӗш сыпӑк
Иерусалимри пуху
1Темле ҫынсем, Иудейӑран пынӑскерсем, ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: «Моисей йӑлипе ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр». 2Павелпа Варнава ҫапла вӗрентнипе килӗшмен, ҫав ҫынсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара ҫапла йышӑннӑ: кун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме Павелпа Варнавӑна тата темиҫе ӗненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас. 3Ҫапла вара, ӗненекен ушкӑнрисем ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикипе Самари тӑрӑх пынӑ. Ҫула май вӗсем урӑх халӑхсем те тӗне кӗни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Ҫавна илтсен ӗненекенсем питӗ савӑннӑ. 4Ҫапла вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Унта вӗсене ӗненекен тӑвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапӑлласа йышӑннӑ. Павелпа Варнава вӗсене Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине йӑлтах каласа пӗлтернӗ. 5«Эппин халӗ урӑх халӑх ҫыннисен те ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вӗсене те хушмалла», – тенӗ ҫавӑн чухне, ура ҫине тӑрса, Христоса ӗненекен хӑш-пӗр фарисейсем. 6Вара ҫак ыйтӑва сӳтсе явма апостолсемпе пресвитерсем пухӑннӑ. 7Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр. 8Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ. 9Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ. 10Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр? 11Эпир те, вӗсем пекех, Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗпе ҫӑлӑнасса ӗненетпӗр». 12Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ. 13Вӗсем хыҫҫӑн Иаков сӑмах илнӗ. «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Итлесемӗрччӗ мана, – тенӗ вӑл. 14– Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ. 15Пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗр килеҫҫӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: 16„Кайран Эпӗ тавӑрӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен юсаса лартӑп, ун ӑшӗнче мӗн аркатнине ҫӗнӗрен тӑвӑп. 17Ҫакна Эпӗ ытти ҫынсем тата мӗн пур халӑхсем, Ман ятӑм вӗсем хушшинче сарӑлсассӑн, Хуҫа Турра ӑнтӑлса шыраччӑр тесе тӑвӑп, тет ҫаксене пурне те тӑвакан Хуҫа Турӑ“. 18Турӑ Хӑйӗн пур ӗҫӗсене те ӗмӗртенпех пӗлсе тӑрать. 19Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ман шухӑшӑмпа, Турӑ ҫулне шыракан урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар, 20ҫапла ҫеҫ ҫырса ямалла: чӳклесе ирсӗрлетнӗ апат-ҫимӗҫ ан ҫиччӗр, ан аскӑнланччӑр, апат-ҫимӗҫе пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен, юнран ан хатӗрлеччӗр, хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр. 21Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтан кашни хуларах пур, синагогӑсенче ӑна шӑмат кунсерен вуласа параҫҫӗ».
Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисем патне янӑ ҫыру
22Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗн пур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле ҫапла канаш тунӑ: хамӑр хушӑран темиҫе ҫын суйласа илес те вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохине ярас. Вӗсем ӗненекен тӑвансем хушшинче ят-сум илнӗ Варсава текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ. 23Вӗсенчен ҫакнашкал ҫыру ҫырса парса янӑ: «Антиохипе Сирири тата Киликири урӑх халӑхсем хушшинчен тухнӑ ӗненекен тӑвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ӗненекен тӑванӑрсенчен. Салам пултӑр! 24Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ. 25Ҫавӑнпа эпир пухӑнса канашларӑмӑр та, темиҫе ҫынна суйласа илсе, вӗсене хисеплӗ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн патӑра яма калаҫса татӑлтӑмӑр. 26Варнавӑпа Павел – хамӑрӑн Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗшӗн хӑйсен чунне парса ӗҫлекен ҫынсем. 27Тата эпир Иудӑпа Силӑна ятӑмӑр, вӗсем сире ҫырура каланинех сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ. 28Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла: 29чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар#15:29 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче 20-мӗш тата 29-мӗш сӑвӑсенчи «хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар» текен пуплев ҫук. . Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
30Ҫапла вара, янӑ ҫынсем Антиохине ҫитнӗ те, халӑха пухса, ҫырӑва вӗсене панӑ. 31Лешсем вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе ҫырнӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ. 32Иудӑпа Сила вара, хӑйсем те пророк пулнӑ май, ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. 33Унта пӗр вӑхӑт пурӑнсан, ӗненекен тӑвансем вӗсене канӑҫлӑх сунса апостолсем патне янӑ. 34Анчах та Сила ҫавӑнтах юлма шухӑш тытнӑ. Иуда вара Иерусалима тавӑрӑннӑ. 35Павелпа Варнава Антиохирех юлнӑ. Унта вӗсем ытти нумай юлташӗсемпе пӗрле Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе, пӗлтерсе пурӑннӑ.
Павелпа Варнава хирӗҫсе кайни
36Нумаях та вӑхӑт иртмен, Павел Варнавӑна ҫапла каланӑ: «Атя каллех ҫула тухар, Хуҫамӑрӑн сӑмахне хамӑр вӗрентсе ҫӳренӗ мӗн пур хуласенчи тӑванӑмӑрсем епле пурӑннине ҫитсе курар». 37Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ. 38Анчах та Павел унпа килӗшмен, мӗншӗн тесен пӗррехинче Памфилире хӑйсене хушса янӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗрех Марк вӗсене пӑрахса кайнӑ пулнӑ. 39Ҫавӑн пирки вӗсем хирӗҫсе каймаллах тавлашнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Варнава вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те, шывпа ишсе, Кипра кайнӑ. 40Павел хӑйне юлташа Силӑна суйласа илнӗ те ҫула тухнӑ. Ӗненекен тӑвансем ӑна Турӑ тивлечӗ ҫине шанса ӑсатса янӑ. 41Вӑл вара, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклетсе, Сирипе Килики тӑрӑхӗнче ҫӳренӗ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 15: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009