YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 14

14
14-мӗш сыпӑк
Иконире
1Павелпа Варнава Иконире те иудейсен синагогине кӗнӗ. Вӗсем ҫав тери хавхаланса вӗрентнӗрен питӗ нумай иудейпа грек ӗненме тытӑннӑ. 2Анчах та ӗненмен иудейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса ярса ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ. 3Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ. 4Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икке пайланса кайнӑ: пӗрисем – иудейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ. 5Урӑх халӑх ҫыннисемпе иудейсем, хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле, Павелпа Варнавӑна мӑшкӑл туса, чулпа пере-пере вӗлерме шухӑш тытнӑ. 6Ҫавна пӗлсен апостолсем Ликаони тӑрӑхӗнчи Листрӑпа Дерви ятлӑ хуласене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тухса кайнӑ. 7Вӗсем унта та Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
Листрӑпа Дервире
8Листрӑра пӗр утайман ҫын пурӑннӑ. Ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑскер, вӑл нихҫан та утса курман, яланах ларнӑ. 9Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ. 10«Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана, – тенӗ вӑл хыттӑн, – тӳрлен те уру ҫине тӑр!» Лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ. 11Павел мӗн тунине курнӑ халӑх ликаон чӗлхипе кӑшкӑра пуҫланӑ: «Пирӗн пата этем евӗрлӗ пулса турӑсем анчӗҫ!» 12Вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ. Сӑмах ӑсти пулнӑран Павела Гермес тенӗ#14:12 Зевспа Гермес – авалхи грексен туррисем. . 13Хула ҫумӗнчех Зевс кӗлеткине чӳклемелли вырӑн пулнӑ. Чӳк пуҫӗ хула хапхи патне вӑкӑрсем ҫавӑтса, чечек ҫыххисем ҫӗклесе пынӑ – вӑл халӑхпа пӗрле чӳк тӑвасшӑн пулнӑ. 14Анчах та Варнавӑпа Павел апостолсем, хӑйсен ячӗпе чӳк тӑвасси ҫинчен илтсен, тарӑхнипе ҫийӗнчи тумтирӗсене ҫурса ярса, халӑх хушшине пырса кӗнӗ те ҫапла кӑшкӑрнӑ: 15«Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ. 16Ӗлӗк-авал Турӑ кашни халӑха харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк панӑ. 17Ҫапах та Вӑл ырӑ ӗҫӗсемпе пире Хӑй ҫинчен астутарсах тӑнӑ: ҫумӑр ҫутарнӑ, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем янӑ, апат-ҫимӗҫ панӑ, чуна савӑнтарнӑ». 18Ҫапла каласа вӗсем халӑха аран-аран хӑйсене чӳк парнисем кӳме чарнӑ, килӗсене саланма хушнӑ. Хӑйсем вара, унтах юлса, вӗрентсе пурӑннӑ#14:18 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук. . 19Ҫавӑн чухне Антиохипе Иконирен хӑш-пӗр иудейсем пынӑ. Апостолсем хӑюллӑн вӗрентнине курсан, вӗсем халӑха: «Кусем чӑн сӑмах каламаҫҫӗ, суяҫҫӗ кӑна!» – тесе вӗсенчен пӑрӑнма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла каласа хӗтӗртсе янӑ халӑх Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ. Унтан, чунӗ тухрӗ пулмалла тесе, ӑна хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.
20Анчах та, вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсан, вӑл ури ҫине тӑнӑ, унтан хулана тавӑрӑннӑ. Тепӗр кунне вара вӗсем Варнавӑпа пӗрле Дервине тухса кайнӑ.
Сирири Антиохине тавӑрӑнни
21Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе вӗсем хӑйсем тавра тата нумайрах вӗренекен пуҫтарнӑ. Кайран вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла тавӑрӑннӑ. 22Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем. 23Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ. 24Кайран апостолсем Писиди урлӑ Памфилине ҫитнӗ. 25Пергире Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем Атталине аннӑ. 26Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавӑрӑннӑ. Шӑпах ҫакӑнта вӗсене Турӑ тивлечӗпе ӗҫ шанса панӑ пулнӑ, ҫав ӗҫе ӗнтӗ вӗсем пурнӑҫланӑ. 27Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 28Вӗренекенӗсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑт пурӑннӑ.

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in