Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 13
13
13-мӗш сыпӑк
Святой Сывлӑш Варнавӑпа Савла чӗнсе илни
1Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл. 2Пӗррехинче, вӗсем Хуҫамӑра кӗлтуса типӗ тытнӑ вӑхӑтра, Святой Сывлӑш ҫапла каланӑ: «Эпӗ Варнавӑпа Савла ятарлӑ ӗҫ валли чӗнсе илнӗ, вӗсене ҫав ӗҫӗме тума ярӑр». 3Вара ӗненекенсем типӗ тытса кӗлтунӑ та, Варнавӑпа Савл ҫине аллисене хурса, вӗсене ӑсатса янӑ.
Апостолсем Кипрта вӗрентсе ҫӳрени
4Святой Сывлӑш янӑ ҫак икӗ апостол Селевкине ҫитнӗ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнӑ. 5Саламина пырса ҫитсен вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Иоанн та вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ, вӗсене пулӑшнӑ. 6Пӗтӗм утравӗпех ҫӳресе тухсан вӗсем Паф хулине ҫитнӗ. Унта вӗсем иудей ҫыннине, Вариисус ятлӑ асамҫӑна, суя пророка тӗл пулнӑ. 7Вариисус асамҫӑ Сергий Павел ятлӑ Рим лартнӑ пуҫлӑхпа, пит ӑслӑскерпе, ҫывӑх пулнӑ. Ҫав пуҫлӑх Варнавӑпа Савла чӗнтерсе пынӑ та Турӑ сӑмахне итлесшӗн пулнӑ. 8Хӑйне Елима текен Вариисус (Елима тени асамҫӑ тени пулать) Рим лартнӑ пуҫлӑх ӗненме пуҫласран шикленсе вӗсене хирӗҫ пынӑ. 9Вара Павел тесе те чӗнекен Савл, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, ӑна куҫранах ҫапла каланӑ: 10«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и? 11Халӗ акӑ Хуҫа Турӑ алли сан тӗле ҫитрӗ. Эсӗ суккӑрланса ларӑн, пӗр вӑхӑт хӗвеле те кураймӑн». Сасартӑк Вариисуса тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх хупласа илнӗ. Вара вӑл, унталла-кунталла ҫавӑрӑнкаласа, хӑйне ҫавӑтмашкӑн ҫын шыранӑ. 12Мӗн пулса иртнине курсан, Хуҫамӑр вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнсе, проконсул ӗненме пуҫланӑ.
Писидири Антиохире
13Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ. 14Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине ҫитичченех, кайнӑ. Шӑмат кун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ. 15Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Сирӗн халӑха вӗрентсе калас сӑмахӑр пур пулсан, калӑр!» 16Павел ура ҫине тӑнӑ та, аллипе паллӑ парса, ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем, эй, Турӑран хӑракансем, итлӗр! 17Ҫак халӑхӑн Турри пирӗн мӑн асаттемӗрсене суйласа илнӗ. Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне Турӑ ҫак халӑха асла кӑларнӑ, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ. 18Хӗрӗх ҫула яхӑн вӗсене пуш хирте тӑрантарса усранӑ. 19Унтан вара, Ханаан ҫӗрӗнчи ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсен ҫӗрне Хӑй халӑхне еткерлӗхе уйӑрса панӑ. 20Самуил пророк таранчченех Турӑ вӗсене тӳресем парса тӑнӑ, ҫапла тӑватӑ ҫӗр аллӑ ҫул иртнӗ. 21Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ. Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи Кис ывӑлне Саула панӑ. Саул хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ. 22Кайран, Саула патшаран кӑларса, Турӑ Давида патшана лартнӑ. Давид ҫинчен Вӑл ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернӗ: „Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма каякан ҫынна, Иессей ывӑлне Давида тупрӑм. Эпӗ палӑртса хунисене вӑл пурнӑҫлӗ“. 23Хӑйӗн сӑмахне тытса, Турӑ Давид йӑхӗнченех Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ. 24Иисус килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 25Хӑйне пӳрнӗ ӗҫе вӗҫлесе вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? Эсир Кӗтни эпӗ мар. Анчах та акӑ манӑн хыҫҫӑн Килекенӗ пулӗ, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар“. 26Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ. 27Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ. 28Вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп тупаймарӗҫ пулин те, вӗсем Пилатран Ӑна вӗлерме ыйтрӗҫ. 29Кайран вара, Ҫырнинче Ун ҫинчен каланине пӗтӗмпех пурнӑҫласан, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ. 30Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ. 31Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ. Халӑха Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем халӗ ӗнтӗ ҫавсем. 32-33Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ мӑн асаттемӗрсене шантарнине пире, вӗсен ачисене, пачӗ. Иккӗмӗш псаломра каланӑ пекех пулса тухрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ Санӑн Аҫу пулатӑп“. 34Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса ҫӗрте ҫӗрме памасси пирки те Турӑ ҫапла каланӑ: „Чӑнах, Давида пама пулнӑ ырӑлӑхӑмсене Эпӗ сире паратӑп“. 35Тепӗр тӗлте ҫапла ҫырни те пур: „Хӑвӑн таса Ҫыннуна ҫӗрте ҫӗрме памӑн“. 36Хӑйӗн ӗмӗрне Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа ирттернӗ Давид, вилсен, ашшӗсем патнех масар ҫине кайнӑ, ҫӗрнӗ, 37анчах та Турӑ чӗртсе Тӑратни ҫӗрмен. 38Ҫапла ӗнтӗ, тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен эпир сире Христос ячӗпе пӗлтеретпӗр. 39Мӗнле айӑпшӑн Моисей саккунӗпе тӳрре тухаймарӑр, кашни ӗненекен ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иисус урлӑ тӳрре тухаять. 40Хӑвӑрпа пророксем каланӑ пек пуласран сыхланӑр. Вӗсем ҫапла асӑрхаттарнӑ: 41„Эй, йӗрӗнсе кӑна пӑхакансем! Курса тӗлӗнӗр те ҫухалӑр! Ӗҫӗме Эпӗ сирӗн ӗмӗртех тӑватӑп. Ҫав ӗҫ ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмӗттӗр те“».
42Павелпа Варнава иудейсен синагогинчен тухнӑ чухне ытти халӑх ҫыннисем вӗсенчен тепӗр шӑмат кун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ. 43Пухӑннӑ ҫынсем саланнӑ пулин те, иудейсем тата Турра хисеплекен, тӗне кӗнӗ урӑх халӑх ҫыннисем Павелпа Варнава хыҫҫӑн кайнӑ. Павелпа Варнава вӗсемпе калаҫнӑ, вӗсене Турӑ тивлечӗпе пурӑнма ӳкӗтленӗ. 44Тепӗр шӑмат кун вара пӗтӗм хули тенӗ пекех Турӑ сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ. 45Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ. 46Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр. 47Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“». 48Ҫакна илтсен ытти халӑх ҫыннисем савӑнса Хуҫа Турӑ сӑмахне мухтанӑ. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн малтанах пӳрнисем пурте ӗненме пуҫланӑ. 49Ҫапла Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ пӗтӗм ҫӗр-шывӗпех сарӑлнӑ. 50Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. 51Ури ҫумӗнчи тусанне вӗсен еннелле силлесе хӑварса, апостолсем Иконие кайнӑ. 52Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 13: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009