YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 12

12
12-мӗш сыпӑк
Петра тӗрмене хупни тата ӑна ангел ирӗке кӑларни
1Ӗненекен ушкӑнрисене усал тӑвас тесе Ирод патша ҫав вӑхӑталла хӑшне-пӗрне тӗрмене хуптарнӑ, 2Иоанн пӗртӑванне Иакова вара хӗҫпе касса вӗлерттернӗ. 3Ҫакна иудейсем кӑмӑлласах йышӑннине курсан вӑл тепӗртакран Петра та тыттарнӑ. Ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ. 4Пасха иртсен Петра халӑх умне илсе тухас тесе, Ирод ӑна тытса тӗрмене хуптарнӑ, тӑватшар салтакӑн тӑватӑ ушкӑн хурал тӑратса ӑна сыхлама хушнӑ. 5Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ. Ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑнрисем уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ. 6Ирод Петра халӑх умне илсе тухас тенӗ чух, ҫӗрле, икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленӗ Петр икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ. Тӗрме алӑкӗсем умӗнче хуралҫӑсем сыхласа тӑнӑ. 7Сасартӑк Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ та, тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аяккинчен тӗртсе вӑратнӑ та: «Тӑр хӑвӑртрах», – тенӗ. Ҫавӑнтах Петр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ. 8«Пилӗкне ҫых, уруна тӑхӑн», – тенӗ ӑна ангел. Петр ҫапла тунӑ та. «Тумтирне тӑхӑн та ман хыҫҫӑн пыр», – тенӗ унтан ангел ӑна. 9Петр тухнӑ та ангел хыҫҫӑн утнӑ. Ангел мӗн туни чӑн пулнине вӑл ӑнланайман, куҫа курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 10Вӗсем малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртнӗ, унтан хула ҫулӗ ҫинчи тимӗр хапха патне ҫитнӗ. Умӗнчи хапха хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайсан вӗсем хапхаран кӗнӗ. Ҫапла пӗр урампа утса тухсан ангел сасартӑк куҫран ҫухалнӑ. 11Тӑна кӗрсе ҫитсен Петр хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Хуҫамӑр Хӑйӗн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мӗн кӗтнинчен пуринчен те хӑтарчӗ. Тинех ҫакна чӑн-чӑннипе ӑнланса илтӗм». 12Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 13Петр хапхана шаккасан камне пӗлмешкӗн Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. 14Петра сасӑран палласа илсен савӑннипе вӑл хапхине уҫма манса кайсах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Петр тӑрать», – тенӗ. 15«Аташмастӑн-и эсӗ?» – тенӗ лешсем. Хӗрарӑм хӑйӗннех каланӑ. «Эппин ку унӑн ангелӗ пулех», – тенӗ вара пӳртрисем. 16Петр ҫаплах хапхана шакканӑ. Хапхине уҫсан вара вӗсем ӑна курнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ. 17Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ.
18Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнине пӗлмен салтаксем йӑлт аптӑраса ӳкнӗ. 19Ирод ӑна шыраттарнӑ, анчах тупайман. Вара, хуралҫисене айӑпласа, вӗлерме хушнӑ.
Унтан Ирод Иудейӑран Кесарине кайнӑ, пӗр хушӑ ҫавӑнтах пурӑннӑ.
Ирод вилӗмӗ
20Ирод Тирпа Сидон ҫыннисене питӗ ҫилленнӗ пулнӑ. Кусем вара калаҫса татӑлнӑ та ун патне пынӑ, патшан хӑй патне ҫывхартнӑ Власт ятлӑ тарҫине хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран килӗшӳ ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ. 21Палӑртнӑ кун, патша тумне тӑхӑнса, Ирод престол ҫине ларнӑ та вӗсемпе калаҫу пуҫланӑ. 22«Ку – этем сасси мар, Турӑ сасси!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ халӑх. 23Анчах та ҫав самантрах Турра мухтав сӑмахӗ каламаншӑн Ирода Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вар-хырӑм чирӗпе хутлатса лартнӑ. Унӑн ӑш-чиккине хурт ҫисе янӑ, вӑл вилнӗ.
24Ӗнтӗ Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ. 25Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ.

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in