Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 11
11
11-мӗш сыпӑк
Петр Иерусалимри ӗненекенсем патӗнче
1Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ. 2Вара, Петр Иерусалима пырсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелеме тытӑннӑ. 3«Эсӗ ӳт кастарманнисемпе хутшӑнтӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн», – тенӗ вӗсем. 4Петр вӗсене мӗн пулса иртнине йӗркипе ӑнлантарса пама пуҫланӑ: 5«Эпӗ Иоппи хулинче кӗлтӑваттӑм. Ҫавӑн чухне тӑнран кайнӑ пек пултӑм. Сасартӑк тӳперен тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала аннине куртӑм. Вӑл ман тӗлех анчӗ. 6Эпӗ ун ӑшне сӑнарах пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗр чунсем, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калтасем, вӗҫен кайӑксем пуррине асӑрхарӑм. 7Унтан мана „Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи“ текен сасӑ илтӗнчӗ. 8„Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен“. 9„Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур“, – терӗ вара мана сасӑ тепӗр хут. 10Виҫӗ хут ҫапла пулчӗ, унтан каллех пӗтӗмпе пӗлӗте ҫӗкленсе кайрӗ. 11Шӑп ҫав самантра эпӗ пурӑнакан ҫурт умне Кесарирен ман патӑма янӑ виҫӗ ҫын пырса та тӑнӑ. 12Сывлӑш мана пӗр иккӗленмесӗрех вӗсемпе пӗрле кайма хушрӗ. Ҫак ӗненекен ултӑ тӑванӑм та манпа пӗрле пулчӗҫ, эпир вара хама чӗннӗ ҫын килне кайрӑмӑр. 13Вӑл пире хӑй килӗнчех святой ангела курни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Курӑнсассӑн ангел ҫапла каланӑ пулнӑ: „Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. 14Вӑл сана сӑмахсем калӗ, ҫав сӑмахсемпе ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ“. 15Кайран, эпӗ калаҫа пуҫласан, маларах хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те Святой Сывлӑш анчӗ. 16Ҫавӑн чухне эпӗ Хуҫамӑр сӑмахне аса илтӗм. „Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, сире вара Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗҫ“, – тенӗччӗ Вӑл. 17Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те парать пулсан, Турра чӑрмав тума камах вара эпӗ?» 18Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса.
Антиохири чиркӳ
19Стефана вӗлернӗ вӑхӑтранпах хӗсӗрленӗ пирки тарса-саланса кайнӑ ӗненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах ҫитнӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен. 20Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ. 21Хуҫа Турӑ вӗсене хӑват парса тӑнӑран питӗ нумай ҫын, ӗненме пуҫласа, Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. 22Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна та хыпар ҫитнӗ. Вара ӗненекенсем Варнавӑна Антиохине кайма хушнӑ. 23Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ. 24Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. 25Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, шыраса тупсан ӑна Антиохине илсе пынӑ. 26Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ. 27Ҫав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынӑ. 28Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ. 29Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ. 30Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене#11:30 Пресвитер – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи вӗрентсе ӳкӗтлекен тата ертсе пыракан. парса янӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 11: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009