Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те парать пулсан, Турра чӑрмав тума камах вара эпӗ?» Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса.