YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 10

10
10-мӗш сыпӑк
Петрпа Корнилий
1Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ. 2Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Корнилий халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, тӑтӑшах Турра кӗлтунӑ. 3Пӗррехинче, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле, ӑна уҫҫӑнах Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. Ангел ун патне пынӑ та: «Корнилий!» – тенӗ. 4Ӑна курсан Корнилий хӑраса каланӑ: «Мӗн-ши, ырӑ ҫыннӑм?» Ангел ӑна каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳне те, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине те асӑрхарӗ. 5Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. 6Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Петр сана та, кил-йышна та ҫӑлӑнӑҫ сӑмахӗсем калӗ#10:6 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук. ». 7Хӑйпе калаҫнӑ ангел курӑнми пулсан, Корнилий икӗ тарҫине тата шанчӑклӑ, Турра хисеплекен хӑйӗн пӗр салтакне чӗнсе илнӗ. 8Вара, мӗн пулса иртнине йӑлтах каласа кӑтартса, вӗсене Иоппине янӑ.
Петра курӑнни
9Тепӗр кунне, хайхи тарҫӑсемпе салтак хула патне ҫывхарнӑ чухне, Петр кӑнтӑрлахи кӗлӗ тума хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. 10Ҫавӑнта вӑл хырӑм выҫҫине туйса илнӗ, унӑн ҫиес килсе кайнӑ. Апат хатӗрленӗ вӑхӑтра вӑл питӗ хавхаланса кайнӑ та 11сасартӑк тӳпе яри уҫӑлнине курнӑ. Ҫав уҫӑлӑхран ҫӗр ҫине, ун пуҫӗ тӗлнелле, тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала анса-анса пынӑ. 12Унӑн ӑшӗнче ҫӗр ҫинчи тӗрлӗрен тӑватӑ ураллӑ чӗр чун, тискер кайӑк, ҫӗлен-калта, вӗҫен кайӑк пулнӑ. 13Унтан ӑна ҫакнашкал сасӑ илтӗннӗ: «Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи». 14Анчах та Петр: «Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен», – тенӗ. 15Вара сасӑ татах тепӗр хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур». 16Ҫапла виҫӗ хутчен пулнӑ, унтан ҫав япала каллех тӳпене ҫӗкленнӗ.
17Кунашкал курӑну мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса, Петр шухӑша путнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра Корнилий янӑ хайхи ҫынсем, Симон ҫурчӗн тӗлне ыйтса пӗлсе, хапхи умне пырса тӑнӑ. 18«Петр текен Симон ҫакӑнта-и?» – хыттӑн ыйтнӑ вӗсем. 19Петр ҫаплах курӑну пирки шухӑшласа тӑнӑ. Ҫав хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: «Симон, сана виҫҫӗн шыраҫҫӗ, 20тӑр та вӗсем патне ан. Вӗсемпе пӗрле ним иккӗленмесӗрех кай, мӗншӗн тесен вӗсене Эпӗ ятӑм». 21«Эсир шыраканни эпӗ-ха вӑл, – тенӗ ансан Петр ҫав ҫынсене. – Эсир мӗн ҫӑмӑлпа килсеччӗ?» 22Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ». 23Вара Петр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ.
Тепӗр кунне, тӑрсанах, Петр ҫав ҫынсемпе кайнӑ. Иоппири хӑш-пӗр ӗненекен тӑвансем те вӗсемпе пӗрле кайнӑ.
Петр Корнилий патӗнче
24Кесарине вӗсем тепӗр куннех ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташӗсене, ҫывӑх тус-юлташӗсене пуҫтарса, вӗсене кӗтсе тӑнӑ. 25Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий ӑна хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ, ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. 26Петр ӑна тытса тӑратнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑрах, тӑр, эпӗ санашкал ҫынах-иҫ». 27Корнилийпе калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ, унта ӗнтӗ туллиех ҫын пухӑннӑ. 28«Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ. 29Ҫавӑнпа та, чӗнсен, эпӗ пӗр сӑмахсӑрах килме килӗшрӗм. Халӗ ӗнтӗ ыйтам-ха: мӗн ҫӑмӑлпа чӗнтӗр эсир мана?» 30Корнилий ҫапла каланӑ: «Тӑватӑм кун ҫак вӑхӑталла эпӗ килте типӗ тытаттӑм. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче, кӗлтунӑ чухне, сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын пырса тӑчӗ те 31каларӗ: „Корнилий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине асӑрхарӗ. 32Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“. 33Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр». 34Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм. 35Турӑ сумлӑхӗнчен хӑракан, чӑнлӑхпа пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те Турӑ кӑмӑллать. 36Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр. 37Иоанн шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулса иртнине эсир пӗлетӗр. 38Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ. 39Эпир – Вӑл Иудея ҫӗрӗнче тата Иерусалимра мӗн-мӗн тунине курса ҫирӗплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ӑна йывӑҫ хӗрес ҫине пӑталаса вӗлерчӗҫ. 40Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ, ҫынсене курӑнмалла турӗ. 41Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр. 42Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ. 43Ӑна ӗненекенсен Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнассине мӗн пур пророксем те ҫирӗплетсе каланӑ». 44Петр ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ хушӑрах вӑл вӗрентнине итлесе тӑракан мӗн пур ҫын ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. 45Святой Сывлӑш тивлечӗ урӑх халӑх ҫыннисем ҫине те аннӑ. Ҫавна курсан Петрпа пӗрле унта пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнсех кайнӑ. 46Мӗншӗн тесен лешсем унччен хӑйсем пӗлмен чӗлхесемпе Турра мухтанине вӗсем илтнӗ. Вара Петр каланӑ: 47«Хамӑр пекех Святой Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗртме кам чарма пултарӗ?» 48Вӑл вара вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан кил хуҫисем Петра хӑйсем патӗнче тата темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in