Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Сила кӗлтунӑ, Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакан ытти ҫынсем вӗсен кӗлли-юррине итленӗ. Сасартӑк тӗрме никӗсӗ те хускалмалла питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе кайнӑ. Ҫавӑнтах мӗн пур алӑк яри уҫӑлнӑ, пурин ҫинчи сӑнчӑрсем те татӑлса ӳкнӗ.