Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 8
8
8-мӗш сыпӑк
Христоса ӗненекенсене хӗсӗрлени
1Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунсенче Иерусалимри ӗненекен ушкӑна питӗ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ытти ӗненекенсем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене тарса, сапаланса пӗтнӗ. 2Ырӑ ҫынсем вара хӑйсем хисепленӗ Стефана пытарнӑ, уншӑн кулянса питӗ хытӑ йӗнӗ. 3Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ. 4Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ.
Филипп Самарире вӗрентсе ҫӳрени
5Ҫапла Филипп Самарири пӗр хулана пынӑ та унта Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 6Филипп кӑтартакан хӑватсене курса-илтсе халӑх унӑн вӗрентӗвне пӗр кӑмӑллӑн тӑнланӑ. 7Мӗншӗн тесен усал ернӗ чылай ҫын ӑшӗнчен усал сывлӑшсем кӑшкӑра-кӑшкӑра тухса тарнӑ, паралич ҫапнисем тата уксах-чӑлахсем сывалнӑ. 8Хула халӑхӗ савӑнмаллипех савӑннӑ.
9Ҫав хулара Симон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, хӑйне вӑл темӗнле аслӑ ҫын вырӑннех хунӑ. Ҫавскер тухатса-асамласа Самари халӑхне тӗлӗнтерсе пурӑннӑ. 10Пӗчӗккисенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах – пурте ӑна итленӗ. «Ку ҫынра Турӑ хӑвачӗ пур», – тесе калаҫнӑ вӗсем. 11Тахҫантанпах хӑйӗн тухатӑвӗсемпе тӗлӗнтернӗрен халӑх унӑн сӑмахӗсене тимлесе итленӗ. 12Анчах та Филипп Турӑ Патшалӑхӗпе Иисус ячӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернине илтсен арҫынсем те, хӗрарӑмсем те унӑн ӳкӗтне ӗненсе шыва кӗнӗ. 13Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ. Шыва кӗрсен вара Филипран хӑпмасӑрах ҫӳренӗ. Филипп кӑтартакан аслӑ хӑватсемпе паллӑсене хӑй куҫӗпе хӑй курса Симон питӗ тӗлӗннӗ. 14Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсен, Иерусалимри апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ. 15Кусем пынӑ та, Самари ҫыннисем те Святой Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ. 16Мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗрин ҫине те Святой Сывлӑш анман пулнӑ-ха, вӗсене Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва ҫеҫ кӗртнӗ пулнӑ. 17Петрпа Иоанн вӗсем ҫине аллисене хурсан тин вӗсен чун-чӗрисем Святой Сывлӑшпа тулнӑ. 18Апостолсем алӑ хунипе Святой Сывлӑш аннине курсан, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ. 19«Ку хӑвата мана та парӑр-ха, – тенӗ вӑл. – Эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Святой Сывлӑш илме пултартӑрччӗ». 20Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Турӑ тивлетне укҫалла илме пулать тесе шутлатӑн пулсан, хӑвӑн укҫу хӑвӑнпах пӗттӗр. 21Турӑ умӗнче санӑн чун-чӗрӳ таса мар-ха, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫе тума санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук. 22Ӗнтӗ ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту, вара, тен, чун-чӗрӳнти йӑнӑш шухӑшу каҫарӑнӗ. 23Мӗншӗн тесен чуну ват йӳҫҫипе тулнине, усаллӑх тыткӑнне лекнине эпӗ курсах тӑратӑп». 24Симон вара ҫапла хуравланӑ: «Хӑвӑр каланисем мана ан ҫитчӗр тесе, эсир маншӑн та Хуҫамӑра кӗлтусамӑрччӗ». 25Апостолсем вара Хуҫамӑр сӑмахне ҫирӗплетсе пӗлтерсе, вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Ҫула май Самари тӑрӑхӗнчи ялсенче те Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
Филиппа Эфиопи улпучӗ
26Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Филипа каланӑ: «Тӑр та кӑнтӑралла кай. Унтан Иерусалимран Газӑна каякан пушӑ ҫул ҫине тух». 27Филипп ҫапла тунӑ та. Ҫул ҫинче вӑл пӗр Эфиопи улпутне, евнуха, тӗл пулнӑ. Ҫав улпут Эфиопири Кандакия ятлӑ хӗрарӑм патшан пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ пулнӑ. Вӑл Иерусалима Турра пуҫҫапма кайнӑ пулнӑ. 28Каялла вӑл хӑйӗн урапипех тавӑрӑннӑ. Ларса пынӑ ҫӗртех вӑл Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ. 29«Ҫак урапапа юнашар ут», – тенӗ Святой Сывлӑш Филипа. 30Вӑл урапа патне пынӑ та хайхи Эфиопи ҫынни Исаия пророк кӗнекине сасӑпах вуланине илтнӗ. «Ху мӗн вуланине ӑнланатӑн-и эсӗ?» – тесе ыйтнӑ унран Филипп. 31«Никам та ӑнлантарса памасӑр епле ӑнланаям?» – тавӑрнӑ лешӗ. Унтан вӑл Филипа хӑйпе юнашар урапа ҫине ларма сӗннӗ. 32Ҫырнинче вӑл вулакан вырӑн ҫакӑ пулнӑ: „Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Вӑл, ҫӑмне касакан умӗнче сассӑр выртакан путек пек, ним те шарламан. 33Ӑна, мӗскӗнлетсе, тӗрӗс суд та туман. Унӑн йӑхӗ-тӑхӑмӗ пирки вара кам тата мӗн калайӗ? Унӑн пурӑнӑҫӗ ҫӗр ҫинчен илӗннӗ ӗнтӗ“. 34«Кала-ха, ҫакӑнта пророк кам ҫинчен каланӑ: хӑй ҫинчен-и е урӑххи ҫинчен?» – ыйтнӑ Филипран евнух. 35Вара Филипп ӑна Ҫырнинчи ҫак вырӑна ӑнлантарса пама пуҫланӑ та Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 36Ҫапла малалла кайса вӗсем пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ. «Кур-ха, – тенӗ евнух, – акӑ шыв. Мана тӗне кӗме юрать-и?» 37«Пӗтӗм чун-чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсан, юрать», – тавӑрнӑ ӑна Филипп. Лешӗ вара каланӑ: «Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненетӗп#8:37 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. ». 38Вара вӑл кӳмине чарма хушнӑ. Унтан Филиппа евнух иккӗшӗ те шыв хӗррине аннӑ та, Филипп ӑна тӗне кӗртнӗ. 39Вӗсем шывран тухсанах евнух ҫине Святой Сывлӑш аннӑ, Филипа вара Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫавӑнтан илсе кайнӑ та вӑл евнуха курӑнми пулнӑ. Унтан евнух савӑна-савӑна малалла ҫул тытнӑ. 40Филипп пӑхать те – хӑй Азот хулинче иккен. Вара вӑл Кесарине ҫитичченех ҫула май ҫывӑхри хуласенче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
Àwon tá yàn lọ́wọ́lọ́wọ́ báyìí:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 8: RSO
Ìsàmì-sí
Pín
Daako

Ṣé o fẹ́ fi àwọn ohun pàtàkì pamọ́ sórí gbogbo àwọn ẹ̀rọ rẹ? Wọlé pẹ̀lú àkántì tuntun tàbí wọlé pẹ̀lú àkántì tí tẹ́lẹ̀
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009