«Ҫак урапапа юнашар ут», – тенӗ Святой Сывлӑш Филипа. Вӑл урапа патне пынӑ та хайхи Эфиопи ҫынни Исаия пророк кӗнекине сасӑпах вуланине илтнӗ. «Ху мӗн вуланине ӑнланатӑн-и эсӗ?» – тесе ыйтнӑ унран Филипп. «Никам та ӑнлантарса памасӑр епле ӑнланаям?» – тавӑрнӑ лешӗ. Унтан вӑл Филипа хӑйпе юнашар урапа ҫине ларма сӗннӗ.