YouVersion Logo
Search Icon

Лука 17

17
17-мӗш сыпӑк
Ҫылӑха кӗресси, каҫарасси, ӗненесси ҫинчен
(Мф. 18:6-7, 21-22; Мк. 9:42)
1Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ. 2Ӑна, мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртнинчен лайӑхрах пулӗччӗ. 3Хӑвӑра хӑвӑр астуса пурӑнӑр. Тӑвану сан умӑнта ҫылӑха кӗрсен эсӗ ӑна йӑнӑшне кӑтарт; ӳкӗнет пулсан каҫар. 4Вӑл сан умӑнта кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, ҫичӗ хут пырса: „Ӳкӗнетӗп“, – тесен, каҫар ӑна».
5Апостолсем вара Хуҫамӑра: «Пирӗн ӗненӗве вӑйлатсам», – тенӗ. 6Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ».
7«Калӑпӑр, санӑн суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чуру пур. Вӑл хиртен тавӑрӑнсан эсӗ ӑна: „Кил, сӗтел хушшине ларса апат ҫи“, – тесе калӑн-и? 8Ҫук, апла каличчен хуҫи малтан: „Ӗҫ тумтирне улӑштарса тӑхӑн та ман валли каҫхи апат хатӗрле, эпӗ ӗҫсе ҫием! Кайран ху ларса ҫи“, – тейӗ. 9Хушнӑ ӗҫе тунӑшӑн хуҫи чурине тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп. 10Эсир те ҫаплах, хӑвӑра мӗн хушнине тусассӑн: „Эпир ним тӗшне тӑман чурасем, мӗншӗн тесен хамӑр тума тивӗҫлине кӑна турӑмӑр“, – тейӗр».
Юхан-суранлӑ вунӑ ҫынна сыватни
11Иисус Иерусалим хулине кайнӑ чух Галилейӑпа Самари хушшинчи ҫулпа иртсе пынӑ. 12-13Пӗр яла кӗрес умӗн Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем чарӑнса аякранах хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Эй, Вӗрентӳҫӗ Иисус! Хӗрхенсем пире!» 14Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ. 15Вӗсенчен пӗри хӑй сывалнине курсанах хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла тавӑрӑннӑ. 16Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ. 17«Эсир вуннӑн юхан-суранран тасалмарӑр-и? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. 18– Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем мӗншӗн Турра мухтама тавӑрӑнмарӗҫ?» 19Унтан Иисус ӑна: «Эсӗ тӑрса каях, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ», – тенӗ.
Турӑ Патшалӑхӗ килесси
(Мф. 24:23-28, 37-41)
20Пӗррехинче фарисейсем Иисусран: «Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?» – тесе ыйтнӑ. Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ куҫа курӑнса килмест. 21Турӑ Патшалӑхӗ – сирӗн ӑшӑрта, ҫавӑнпа та: „Акӑ вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесе калакан пулмӗ».
22Кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, эсир ун чух Этем Ывӑлне пӗр кунлӑх та пулин курасшӑн пулӑр, анчах кураймӑр. 23„Акӑ Вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тейӗҫ сире, анчах эсир вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 24Хӑй килес кун Этем Ывӑлӗ пӗлӗте енчен енне ялтӑртаттарса ҫутатакан ҫиҫӗм пек палӑрса килӗ. 25Анчах та унччен малтан Унӑн нумай асап курмалла, ҫак ӑру ҫыннисем Ӑна йышӑнмӗҫ.
26Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ. 27Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Кайран ҫӗр ҫине шыв илнӗ те пурне те пӗтернӗ. 28Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, илнӗ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ. 29Анчах Лот Содомран тухнӑ кунах вутлӑ кӳкӗрт пӗлӗтрен ҫумӑр пек ҫунӑ та пӗтӗм халӑха пӗтернӗ. 30Этем Ывӑлӗ ҫӗр ҫине килес кун та ҫавӑн пекех пулӗ. 31Ҫав кун кам та пулин кил хушшинче пулсан, хӑйӗн япалисене илме пӳрте ан кӗтӗр. Хирте пулсан, вӑл та каялла ан тавӑрӑнтӑр. 32Лот арӑмне аса илӗр! 33Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам та кам пурӑнӑҫне пӗтерӗ, ҫав ӑна ҫӑлса хӑварӗ. 34Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 35Икӗ хӗрарӑм пӗрле тырӑ авӑртӗҫ: пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 36Иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ»#17:36 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. .
37Вӗренекенӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Ку вара ӑҫта пулӗ?» «Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ», – тенӗ Иисус.

Currently Selected:

Лука 17: RSO

Tõsta esile

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in