Лука 18
18
18-мӗш сыпӑк
Тӑлӑх арӑмпа тӳрӗ мар судья
1Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ: 2«Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман. 3Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ – тесе йӑлӑннӑ. 4Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп! 5Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“».
6«Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, – тенӗ унтан Хуҫамӑр. 7– Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и? 8Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»
Фарисейпа налук пухакан ҫинчен каланӑ ытарлӑх
9Ытти ҫынсенчен йӗрӗнсе, эпир кӑна тӳрӗ пурӑнатпӑр тесе шутлакансене Иисус ҫакӑн пек ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: 10«Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей пулнӑ, тепри – налук пухакан. 11Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар. 12Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑп“. 13Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“ 14Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ».
Иисус ачасене пиллет
(Мф. 19:13-15; Мк. 10:13-16)
15Иисус аллипе сӗртӗнтӗр тесе Ун патне ҫынсем пӗчӗк ачисене те илсе пынӑ; ҫавна курсан вӗренекенӗсем вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. 16Анчах та Иисус, ачасене Хӑй патне чӗнсе илсе, вӗренекенӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. 17Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».
Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк
(Мф. 19:16-30; Мк. 10:17-31)
18Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: «Эй, Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 19Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 20Пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн: мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, аҫу-аннӳне хисепле». 21«Эпӗ вӗсене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп», – тенӗ лешӗ. 22Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
23Капла каланине илтсен пуян ҫын салхуланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ. 24Иисус вара, вӑл салхуланнине курса, ҫапла каланӑ: «Пуянсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле йывӑр! 25Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 26Ҫакна илтнӗ ҫынсем: «Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – тесе ыйтнӑ. 27Иисус каланӑ: «Этем пултарайманнине Турӑ пултарать». 28Петр Ӑна каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр». 29Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам хӑйӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӑрахать, 30вӑл кунти пурӑнӑҫрах чылай ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани
(Мф. 20:17-19; Мк. 10:32-34)
31Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. 32Ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине тытса парӗҫ, лешсем Унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурса пӗтерӗҫ, 33чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, унтан вӗлерӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 34Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен, вӗсемшӗн ҫав сӑмахсем пытарӑнчӑк пулнӑ. Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.
Суккӑр ҫынна сыватни
(Мф. 20:29-34; Мк. 10:46-52)
35Иисус Иерихон хули патне ҫывхарса пынӑ. Унта пӗр суккӑр ҫын ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. 36Вӑл юнашарах халӑх иртнине илтнӗ те: «Унта мӗн тӑваҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ. 37Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ. 38Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. 39Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 40Иисус чарӑннӑ та суккӑра Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран: 41«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тесе ыйтнӑ. «Эй, Хуҫамӑр! Манӑн куракан пуласчӗ», – хуравланӑ лешӗ. 42Иисус ӑна каланӑ: «Куракан пул! Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ». 43Суккӑр ҫав самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавна курсан пӗтӗм халӑх Турра мухтама пуҫланӑ.
Currently Selected:
Лука 18: RSO
Tõsta esile
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009