Лука 16
16
16-мӗш сыпӑк
Кил-ҫурт пӑхакан ултавҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн кил-ҫурт пӑхса тӑраканни пулнӑ. Вӑл хуҫин пурлӑхне салатса пӗтерни ҫинчен хайхи пуяна хыпар ҫитернӗ. 2Вара хуҫи ӑна чӗнтернӗ те: „Сан ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм. Ман пурлӑха епле упрани ҫинчен явап пар, текех ӗнтӗ эсӗ кил-ҫурт пӑхса тӑмӑн“, – тенӗ. 3Кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: „Мӗн тӑвас-ши ӗнтӗ манӑн? Хуҫам мана ӗҫрен кӑларса ярать. Ҫӗр чавма эпӗ пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп. 4Ӗнтӗ кунтан кӑларса ярсан мана кам та пулин хӑй патне илтӗр тесен, мӗн тумаллине тинех ӑнкарса илтӗм“. 5Вӑл вара хуҫине парӑма кӗнӗ ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ. „Ман хуҫаран эсӗ мӗн чухлӗ кивҫен илнӗ?“ – ыйтнӑ вӑл малтанхи ҫыннинчен. 6„Ҫӗр кӑкшӑм олив ҫӑвӗ“, – тенӗ лешӗ. Кил-ҫурт пӑхакан ӑна каланӑ: „Хӑвӑртрах лар та парӑм хучӗ ҫине аллӑ тесе ҫыр“. 7„Эсӗ тата мӗнпе парӑма кӗнӗ?“ – ыйтнӑ унтан тепринчен. „Ҫӗр михӗ тулӑ“, – тенӗ хайхискер. Вӑл ӑна та: „Парӑм хутне ил те сакӑр вуннӑ тесе ҫырса хур“, – тенӗ. 8Ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хуҫи вара хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхакан ултавҫӑна мухтанӑ. Чӑнах та, ку тӗнче ҫыннисем хӑйсем хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах. 9Эпӗ те сире калатӑп: ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр. Кайран, хӑвӑр ҫука юлсан, сире ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илӗҫ.
10Сахалра шанчӑклӑ ҫын нумаййинче те шанчӑклӑ; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлӑ. 11Ҫавӑнпа ӗнтӗ, сире ку тӗнчери ултавлӑ мула та шанса пама ҫук пулсан, тӳпери чӑн-чӑннине кам шанса парӗ? 12Ют ҫын пурлӑхне шанса пама ҫук пулсан, апла хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ? 13Нимӗнле тарҫӑ та харӑсах икӗ хуҫана юраймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Саккун тата Турӑ Патшалӑхӗ
(Мф. 11:12-13)
14Укҫа юратакан фарисейсем те ҫак сӑмахсене илтнӗ. Вара вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. 15Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр. 16Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет. 17Ҫапах та саккунри пӗр сас палли те ҫухалмасть. Вӑл пӗтиччен ҫӗрпе пӗлӗт пӗтӗ.
18Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Пуянпа Лазарь
19Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 20Ҫав пуянӑн хапхи умӗнче кӗсенленсе кайнӑ Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ выртнӑ. 21Вӑл пуян сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ. Унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫулланӑ. 22Кӗлмӗҫ вилнӗ те, ангелсем ӑна Авраам патне пӗлӗт ҫине илсе кайнӑ. Пуян ҫын та вилнӗ, ӑна пытарнӑ. 23Вӑл тамӑкра асапланнӑ чух ҫӳлелле пӑхнӑ та инҫетре Авраама тата унпа юнашар тӑракан Лазаре курнӑ. 24„Эй, Авраам мӑн асатте, хӗрхен мана! – тесе кӑшкӑрнӑ пуян. – Лазаре ярсам, типнӗ ҫӑварӑма тумлам шывпа йӗпеттӗрччӗ! Эпӗ ҫак ҫулӑм ӑшӗнче питӗ асапланатӑп-ҫке!“ 25Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн. 26Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каҫма та, леш енчен ку енне каҫма та май ҫук, мӗншӗн тесен сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта тӗпсӗр шырлан“. 27Вара пуян йӑлӑнса ыйтнӑ: „Эй, мӑн асаттем, тархаслатӑп сана, Лазаре эсӗ атте килне ярсамччӗ. 28Унта манӑн татах пилӗк шӑллӑм пур-ҫке! Вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗр, вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ!“ 29Авраам ӑна каланӑ: „Вӗсен Моисей тата пророксем пур. Вӗсем ҫавсене итлеччӗр“. 30„Ҫук, Авраам мӑн асатте, – хирӗҫленӗ пуян, – вилнисенчен кам та пулин кайса каласан, вӗсем ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнӗччӗҫ“. 31Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».
Currently Selected:
Лука 16: RSO
Tõsta esile
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009