YouVersion Logo
Search Icon

Лука 15

15
15-мӗш сыпӑк
Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 18:12-14)
1Пӗррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн пынӑ. 2Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
3Вӑл вара вӗсене ҫак ытарлӑха каласа кӑтартнӑ: 4«Сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пултӑр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне хире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? 5Сурӑхне тупсан вӑл, савӑнса, ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ. 6Вара килне илсе пырсан хӑйӗн тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑха тупрӑм!“ – тейӗ. 7Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ».
Ҫухалнӑ кӗмӗл укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх
8«Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и? 9Укҫине тупсан вӑл тус-тантӑшӗсене, кӳршӗ хӗрарӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ укҫана тупрӑм!“ – тейӗ. 10Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».
Аташнӑ ывӑл ҫинчен каланӑ ытарлӑх
11Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. 12Кӗҫӗнни ашшӗ патне пынӑ та: „Атте, хама тивӗҫлӗ пурлӑха мана уйӑрса пар!“ – тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑх уйӑрса панӑ. 13Часах кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗнне пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Унта путсӗр пурӑнса вӑл хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ. 14Пурлӑхӗ пӗтнӗ хыҫҫӑнах ҫав ҫӗр-шывра йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ, вӑл вара аптӑраса ҫитнӗ. 15Унтан пӗр ҫын патне тарҫа кӗнӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн сыснисене пӑхма хире янӑ. 16Ҫимелли нимӗн те паманран вӑл сысна апачӗпе тӑранса пурӑнма та хатӗр пулнӑ. 17Юлашкинчен вӑл шухӑшласа илнӗ те: „Аттем килӗнче мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраничченех ҫӑкӑр ҫиет, эпӗ кунта выҫӑ вилетӗп! – тенӗ. 18– Ӗнтӗ атте патне тавӑрӑнам та ӑна калам: Эй, атте! Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр! Ҫапах мана ху патна тарҫа илсем, – теем“. 20Унтан вӑл ашшӗ патне кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякран курсанах хӗрхеннӗ, хирӗҫ чупса пынӑ та ыталаса чуптунӑ. 21„Эй, атте! – тенӗ ӑна ывӑлӗ. – Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр!“ 22Ашшӗ хӑйӗн чурисене ҫапла каланӑ: „Чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнма пушмак парӑр. 23Самӑртнӑ пӑрӑва ҫавӑтса килсе пусӑр, ӗҫсе ҫиер, савӑнар! 24Ку ывӑлӑм манӑн вилнӗччӗ, халӗ акӑ чӗрӗлчӗ! Ҫухалнӑччӗ, акӑ тупӑнчӗ!“ Унтан вӗсем ӗҫсе-ҫисе савӑнма пуҫланӑ.
25Ҫав вӑхӑтра аслӑ ывӑлӗ хирте пулнӑ. Тавӑрӑннӑ чухне вӑл килӗнче савӑнса юрланине илтнӗ. 26Вара пӗр тарҫине чӗнсе илнӗ те: „Кунта мӗн тӑваҫҫӗ?“ – тесе ыйтнӑ. 27Тарҫи ӑна каланӑ: „Сан шӑллу тавӑрӑнчӗ, вӑл сывӑ тавӑрӑннӑшӑн савӑннипе аҫу самӑртнӑ пӑрӑва пустарчӗ“. 28Аслӑ ывӑлӗ питӗ ҫилленнӗ, килне те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ. 29Анчах вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн тарҫӑ пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах юлташсемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн! 30Аскӑн арӑмсемпе ҫӳресе пурлӑхне салатнӑ ывӑлу килнӗ те, эсӗ уншӑн самӑртнӑ пӑрӑва пустарнӑ“. 31„Эй, ывӑлӑм! – тенӗ ашшӗ ӑна. – Эсӗ яланах манпа пӗрле. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпех санӑн. 32Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»

Currently Selected:

Лука 15: RSO

Tõsta esile

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in