Лука 14
14
14-мӗш сыпӑк
Шыв чирӗллӗ ҫынна сыватни
1Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ. 2Ҫавӑн чух Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ. 3Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. 4Лешсем чӗнмен. Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ. 5Унтан вӗсене: «Сирӗнтен камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ ҫӑла кайсан, ӑна вӑл, шӑмат кун пулсан та, хӑвӑртрах туртса кӑлармӗ-и?» – тенӗ. 6Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман.
Сапӑрлӑх ҫинчен
7Чӗннӗ хӑнисем сӗтел хушшинчи лайӑхрах вырӑна ларма тӑрӑшнине курсан Иисус ҫапла ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: 8«Сана туя чӗнсен эсӗ кӗрекене кӗрсе ан лар. Тен, унта санран хисеплӗрех хӑна пулӗ. 9Вара иксӗре те туя чӗннӗ хуҫи сан патна пырӗ те: „Эсӗ куҫса ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, – тейӗ. Ун чух санӑн намӑсланса алӑк патӗнчи вырӑна кайса лармалла пулӗ. 10Хӑнана чӗнсен эсӗ алӑк патнерех лар. Вара сана чӗнекен хуҫи пырса: „Тусӑм! Эсӗ тӗпелерех иртсе ларсам“, – тейӗ. Ун чух сана ытти хӑнасем умӗнче епле хисеп пулӗ! 11Астӑвӑр, хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хураканни асла тухӗ».
12Хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисее Иисус ҫапла каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чух тусусене, хурӑнташусене, тӑванусене тата пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана хӑнана чӗнсе тав тума пултараҫҫӗ. 13Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн. 14Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 22:1-10)
15Ҫавна илтсен Унпа пӗрле сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ!» – тенӗ Ӑна.
16Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрленӗ те йышлӑ хӑна чӗннӗ. 17Ӗҫсе ҫиме вӑхӑт ҫитсен вӑл чӗнсе хунисем патне хӑйӗн чурине: „Ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ пӗтӗмпех хатӗр, пырӑр“, – тесе калама янӑ. 18Анчах чӗнсе хунисем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, тӗрлӗрен сӑлтав тупса каҫару ыйтнӑ. „Эпӗ ҫӗр илтӗм, ҫавна пӑхма манӑн халех каймалла. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ ӑна пӗри. 19„Эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, вӗсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ тепри. 20Виҫҫӗмӗшӗ тата: „Эпӗ нумай пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, – тенӗ. 21Вара чури тавӑрӑннӑ та ҫавӑн ҫинчен хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи ҫилленсе ҫитсе хӑйӗн чурине ҫапла хушса янӑ: „Часрах кай та хула урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсенчи кӗлмӗҫсене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене кунта чӗнсе кил“. 22Чӗннисем пуҫтарӑнсан, чури каланӑ: „Хуҫам! Пӗтӗмпех эсӗ хушнӑ пек турӑм, сӗтел хушшинче татах вырӑн пур-ха“, – тенӗ. 23„Эсӗ эппин хула ҫумӗнчи тӗттӗм, пушӑ ҫул-йӗрсем тӑрӑх кай та тӗл пулакансене хистесех кунта чӗн, килӗм тулли хӑна пултӑр, – тенӗ хуҫи чурине. 24– Калатӑп сире: чӗнсе хунисенчен пӗри те манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗре лараймӗҫ, мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал#14:24 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал» сӑмахсем ҫук. “».
Иисусӑн вӗренекенӗ пулма кам пултарать?
(Мф. 10:37-38)
25Иисус хыҫҫӑн питӗ нумай халӑх пынӑ. Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсене каланӑ: 26«Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ. 27Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ. 28Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и? 29Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те ҫуртне туса пӗтереймӗ. Вара пурте унран кулма пуҫлӗҫ: 30„Ку ҫын ҫурт лартма тытӑнчӗ те туса пӗтереймерӗ“, – тейӗҫ. 31Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма шутлать пултӑр. Вӑл вара хӑйӗн вунӑ пин ҫынлӑ ҫарӗпе леш ҫирӗм пинлӗ патша ҫарне ҫӗнтерме вӑйӗ ҫитессе е ҫитмессе малтан шухӑшласа пӑхмӗ-и? 32Вӑйне ҫитереймессе туйса илсен, леш патши аякра чухне, ун патне вӑл килӗшӳ тума элчисене ярӗ. 33Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».
34«Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине епле тавӑрмалла? 35Вӑл ӗнтӗ ана ҫине тӑкма та, тислӗк купи ҫине хума та юрӑхсӑр, ӑна кӑларса тӑкмалла кӑна. Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
Currently Selected:
Лука 14: RSO
Tõsta esile
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009