Лука 13
13
13-мӗш сыпӑк
Ӳкӗнмешкӗн чӗнни
1Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Иисуса ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Галилея ҫыннисене Пилат Турӑ Ҫуртӗнче вӗлерттернӗ. Вара вӗсен юнне хӑйсем Турра кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнӗпе хутӑштарнӑ». 2Иисус ҫакна хирӗҫ каланӑ: «Вӗсем ҫапла вилнӗшӗн Галилейӑри ытти ҫынсенчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир? 3Ҫук, ҫылӑхлӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр. 4Е тата Силоам башни ишӗлнипе вун сакӑр ҫын вилни ҫинчен мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир? 5Ҫук, айӑплӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр».
Ҫимӗҫ кӳмен смоква ҫинчен каланӑ ытарлӑх
6Унтан Иисус вӗсене ҫак ытарлӑха каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчине смоква йывӑҫҫи лартнӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӑл ун ҫимӗҫне пӑхма пынӑ, анчах тупайман. 7Вара пахчаҫине каланӑ: „Виҫҫӗмӗш ҫул эпӗ ҫак йывӑҫӑн ҫимӗҫне пӑхма килетӗп. Ҫапах ун ҫинче пӗр ҫырла та курмастӑп. Касса пӑрах ӑна, мӗн вӑл усӑсӑр ҫӗр йышӑнса ларать?“ 8-9Лешӗ хирӗҫ каланӑ: „Эй, Хуҫам! Ӑна тепӗр ҫула хӑвар ӗнтӗ. Эпӗ ун тавра ҫӗрне кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам, ҫимӗҫӗ пулмӗ-и? Пулмасан вара килес ҫул касса пӑрахтар ӑна“».
Иисус пӗр хӗрарӑма шӑмат кун сыватни
10Иисус пӗр синагогӑра шӑмат кун вӗрентнӗ. 11Унта халсӑр тӑвакан сывлӑш хутлатса лартнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл вун сакӑр ҫул тӳрленме пултарайман. 12Иисус ӑна курсан чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Хӗрарӑм, эсӗ чирӳнтен тасалтӑн!» 13Вара ун ҫине аллине хунӑ та, лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ. 14Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ. 15Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара? 16Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»
17Иисус ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫлекенсем пурте намӑсланнӑ, ытти халӑх Иисус тунӑ мӗн пур мухтавлӑ ӗҫсемшӗн савӑнса тӑнӑ.
Сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе кӑвас тӗпӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 13:31-33; Мк. 4:30-32)
18Иисус ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? Ӑна мӗнпе танлаштарам-ши? 19Вӑл сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ; пӗр ҫын ӑна хӑйӗн пахчине акнӑ. Вара ҫав вӑрӑран пысӑк йывӑҫ ӳснӗ, унӑн турачӗсем хушшинче вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрнӑ».
20Иисус татах каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарма пулать? 21Вӑл кӑвас тӗпӗ евӗрлӗ. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ».
Тӑвӑр хапха
(Мф. 7:13-14, 21-23)
22Иисус ҫынсене вӗрентсе ял-хула витӗр тухнӑ. Унӑн ҫулӗ Иерусалималла выртнӑ. 23Пӗр ҫын Унран ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫӑлӑнакансем чӑнах сахал пулӗҫ-и?» Иисус ҫапла хуравланӑ: 24«Тӑвӑр хапхапа кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗме тӑрӑшӗҫ, анчах кӗреймӗҫ. 25Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ. 26Эсир вара: „Эпир Санӑн куҫу умӗнчех ӗҫсе ҫиеттӗмӗр! Эсӗ пирӗн хула урамӗсенче вӗрентсе ҫӳреттӗн!“ – тейӗр. 27Анчах та Вӑл калӗ: „Эй, усал ӗҫ тӑвакансем пурте! Калатӑп сире: эсир камне тата ӑҫтан килнине пӗлместӗп, кайӑр Ман патӑмран“. 28Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. 29Ҫынсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те, кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енчен те пырса Турӑ Патшалӑхӗн кӗрекине ларӗҫ. 30Ун чухне кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».
Иисус Иерусалимшӑн йӗни
(Мф. 23:37-39)
31Ҫав кун Иисус патне хӑш-пӗр фарисейсем пынӑ та: «Эсӗ урӑх ҫӗре тухса кай, мӗншӗн тесен Ирод Сана вӗлересшӗн», – тенӗ. 32Иисус вара вӗсене: «Кайса ҫав тилле калӑр: „Эпӗ паянпа ыран усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫмине Хамӑн ӗҫе вӗҫлӗп“, – тенӗ. 33– Анчах епле пулсан та паян, ыран тата виҫмине Манӑн Хамӑн ҫулпа утмалла, мӗншӗн тесен пророка Иерусалимра мар, урӑх ҫӗрте вӗлерни пулман-ха.
34Эх, Иерусалим! Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Кайӑк хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 35Ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – теес вӑхӑт ҫитиччен эсир Мана урӑх кураймӑр».
Currently Selected:
Лука 13: RSO
Tõsta esile
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009