Иоанн 5

5
5-мӗш сыпӑк
Шыва кӗмелли вырӑнта сыватни
1Нумаях та вӑхӑт иртмен, иудейсен уявӗ ҫитнӗ. Вара Иисус Иерусалима пынӑ. 2Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ. 3Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ. 4Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑнта анса шыва пӑлхатнӑ. Кам та кам хумханса илнӗ шыва чи малтан кӗме ӗлкӗрнӗ, ҫав кирек епле чиртен те сывалнӑ#5:4 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. . 5Унта вӑтӑр сакӑр ҫул хушши чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ. 6Иисус ӑна курсан, вӑл чылай хушӑ чирленине пӗлсе, выртакан ҫынран: «Санӑн сывалас килет-и?» – тесе ыйтнӑ. 7«Эй, Хуҫамӑр, – тенӗ Ӑна чирлӗскер, – сываласчӗ те, анчах та хум ҫӗкленсен мана шыва кӗме пулӑшакан ҫук-ҫке. Эпӗ шыв хӗррине ҫитиччен ялан кам та пулин маларах кӗрсе ӗлкӗрет». 8Иисус ӑна каланӑ: «Тӑр, сарнӑ вырӑнна ил те утса ҫӳре». 9Лешӗ ҫав самантрах сывалнӑ та вырӑнне илсе утма пуҫланӑ. Ҫак ӗҫ шӑмат кун пулнӑ. 10Ҫавӑнпа иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем сывалнӑскере каланӑ: «Паян шӑмат кун, санӑн вырӑнна ҫӗклесе кайма юрамасть». 11«Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут тесе мана Сыватакан хушрӗ», – хуравланӑ вӗсене ҫак ҫын. 12«Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут текенни кам вара Вӑл?» – ыйтнӑ унран. 13Сывалнӑ ҫынни Вӑл кам пулнине те пӗлмен, мӗншӗн тесен Иисус ҫавӑнтах халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ пулнӑ. 14Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эсӗ сывалтӑн. Асту, тата япӑхраххи ан пултӑр тесен, ҫылӑха урӑх ан кӗр». 15Ҫав ҫын вара иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ. 16Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ. 17Анчах та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑйӗн ӗҫне яланах тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп». 18Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.
Ывӑлне панӑ ирӗк
19«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Ашшӗ мӗн тунине курмасан Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тӑваймасть. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать. 20Ывӑлне юратнӑран Ашшӗ Хӑй мӗн тунине йӑлтах Ӑна кӑтартать. Вӑл Ӑна тата пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ-ха, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр. 21Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать. 22-23Ашшӗ никама та суд тумасть. Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе суд тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне шанса панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫав Ӑна яракан Ашшӗне те хисеплемест. 24Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмаха итлекен, Мана кунта Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫать, унӑн Турӑ судне те пымалла мар. 25Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вилнӗ ҫынсем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес, илтсенех чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл ҫитрӗ те ӗнтӗ. 26Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ. 27Этем Ывӑлӗ пулнӑран Ӑна Турӑ суд тума та ирӗк панӑ. 28Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. 29Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ. 30Мӗн тӑвасси Ман ирӗк мар, Аттене итленӗрен ҫапла суд тӑватӑп. Хам ирӗкӗме мар, Хама яракан ирӗкне тума тӑрӑшнӑран Ман судӑм тӗрӗс».
Ывӑлӗ ҫинчен каласа ҫирӗплетни
31«Эпӗ Хам пирки Хамах пӗлтеретӗп пулсан, Эпӗ ҫирӗплетсе пӗлтерни тӗрӗс пулмӗччӗ. 32Ман пирки Тепри те ҫирӗплетсе пӗлтерет. Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерни чӑн пулнине Эпӗ пӗлетӗп. 33Эсир Иоанн патне ҫынсем ятӑр. Вӑл ҫирӗплетни чӑн-чӑн. 34Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп. 35Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр. 36Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп. 37Мана кунта яракан Аттем Хӑй те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗ. Эсир вара Унӑн сассине нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман. 38Сирӗн чӗрӗрте Унӑн сӑмахӗ валли вырӑн тупӑнмарӗ, мӗншӗн тесен Вӑл Янӑскере ӗненместӗр. 39Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет. 40Апла пулин те эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килес теместӗр.
41Ҫын мухтани Мана ним тума та кирлӗ мар. 42Анчах Эпӗ сире пӗлетӗп: чунӑрсенче Турра юратни ҫук. 43Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр. Кам та пулин хӑй ячӗпе килет те – эсир ӑна йышӑнатӑр. 44Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр? 45Ҫапах та Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанакан Моисей пур. 46Енчен те эсир Моисея ӗненес пулсан, Мана та ӗненӗттӗр, мӗншӗн тесен вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ. 47Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, ӑҫтан-ха Ман сӑмахӑмсене ӗненӗр?»

Àwon tá yàn lọ́wọ́lọ́wọ́ báyìí:

Иоанн 5: RSO

Ìsàmì-sí

Pín

Daako

None

Ṣé o fẹ́ fi àwọn ohun pàtàkì pamọ́ sórí gbogbo àwọn ẹ̀rọ rẹ? Wọlé pẹ̀lú àkántì tuntun tàbí wọlé pẹ̀lú àkántì tí tẹ́lẹ̀

Àwọn fídíò fún Иоанн 5