Матфей 1
1
1-мӗш сыпӑк
Иисус Христосӑн йӑх тымарӗ
(Лк. 3:23-38)
1Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ. 2Авраам ачи Исаак пулнӑ; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем пулнӑ; 3Иуда ачисем – Фареспа Зара, вӗсен амӑшӗ Фамарь пулнӑ. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнӑ; 4Арам ачи – Аминадав; Аминадав ачи – Наассон; Наассон ачи Салмон пулнӑ. 5Салмон ачи – Вооз, унӑн амӑшӗ Рахава пулнӑ. Вооз Овид ашшӗ пулнӑ, Овид амӑшӗ Руфь пулнӑ. Овид ачи Иессей пулнӑ; 6Иессей ачи Давид патша пулнӑ; Давид ачи – Соломон, Соломон амӑшӗ малтан Урия арӑмӗ пулнӑ; 7Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнӑ; 8Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнӑ; 9Озия ачи – Иоафам, Иоафам ачи – Ахаз, Ахаз ачи Езекия пулнӑ. 10Езекия ачи – Манассия, Манассия ачи – Амон, Амон ачи Иосия пулнӑ; 11Иосия ачи – Иоаким; Израиль халӑхне Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ.
12Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонияран Салафииль ҫуралнӑ; Салафииль ачи Зоровавель пулнӑ; 13Зоровавель ачи – Авиуд, Авиуд ачи – Елиаким, Елиаким ачи Азор пулнӑ; 14Азортан Садок ҫуралнӑ; Садок ачи – Ахим, Ахим ачи Елиуд пулнӑ; 15Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнӑ; 16Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ.
17Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вун тӑватӑ сыпӑк. Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вун тӑватӑ сыпӑк. Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вун тӑватӑ сыпӑк.
Иисус Христос ҫурални
(Лк. 2:1-7)
18Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ. 19Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ пурӑнакан ҫын пулнӑ. Вӑл, Мариян ятне ярас мар тесе, сас-хура кӑлармасӑр Ӑна пӑрахма шут тытнӑ. 20Анчах та вӑл ҫапла шухӑшласанах ӑна тӗлӗкре Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. «Давид патша йӑхӗнчи Иосиф, – тенӗ Турӑ ангелӗ, – эсӗ арӑмна, Марияна, ху патна илме ан хӑра, Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ. 21Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ». 22Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 23«Акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ». Еммануил тени «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет. 24Иосиф ыйхӑран вӑраннӑ. Унтан вӑл, Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ хушнӑ пекех, арӑмне хӑй патне илнӗ. 25Анчах вӑл Марияпа ҫывӑрман. Пурӑна-киле Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Матфей 1: RSO
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009