Матфей 3
3
3-мӗш сыпӑк
Шыва кӗртекен Иоанн ӳкӗтлесе вӗрентни
(Мк. 1:1-8; Лк. 3:1-9, 15-17; Ин. 1:19-28)
1Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн халӑх хушшине тухнӑ, вӑл Иудея пуш хирӗнче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. 2«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене. 3Исаия пророках ун ҫинчен ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» 4Ҫӳрессе Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ. 5Ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран тата Иордан шывӗ таврашӗнчен ҫынсем пырсах тӑнӑ. 6Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
7Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине асӑрхасан Иоанн вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире? 8Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. 9„Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 10Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ. 11Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ. 12Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
Иисуса шыва кӗртни
(Мк. 1:9-11; Лк. 3:21-22)
13Ҫавӑн чухне, Хӑйне Иоанн шыва кӗрттӗр тесе, Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине пынӑ. 14«Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ вара Ху ман патӑма килтӗн-и?» – тесе хирӗҫленӗ малтанах Иоанн. 15Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ. 16Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ#3:16 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче: «Вӑл Турӑ Сывлӑшӗ Хӑйӗн ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ». . 17Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Nke Ahọpụtara Ugbu A:
Матфей 3: RSO
Mee ka ọ bụrụ isi
Kesaa
Mapịa
Ịchọrọ ka echekwaara gị ihe ndị gasị ị mere ka ha pụta ìhè ná ngwaọrụ gị niile? Debanye aha gị ma ọ bụ mee mbanye
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009