YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 17

17
17-мӗш сыпӑк
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мк. 9:2-13; Лк. 9:28-36)
1Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ. 2Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ. 3Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпа Илия курӑннӑ. 4Вара Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Пире кунта епле аван. Кӑмӑлу пулсан, эпир кунта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 5Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ. 6Ҫакна илтсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑранипе ҫӗр ҫумне тӗшӗрӗлнӗ. 7Иисус вӗренекенӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑрах, ан хӑрӑр». 8Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
9Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр». 10«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 11Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе йӑлтах хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех. 12Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ». 13Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Иисус Шыва кӗртекен Иоанн пирки каланине ӑнланса илнӗ.
Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
(Мк. 9:14-29; Лк. 9:37-43)
14Иисуспа вӗренекенӗсем халӑх пухӑннӑ ҫӗре ҫитсессӗнех Ун патне пӗр ҫын ҫывхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленнӗ. 15«Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын. 16– Эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ». 17«Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус. 18Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ. 19Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем ушкӑнран уйӑрӑлса Иисус патне пынӑ та: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» – тесе ыйтнӑ. 20Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ. 21Усал-тӗсел таврашне типӗ тытнипе тата кӗлтунипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать#17:21 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. ».
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мк. 9:30-32; Лк. 9:43-45)
22Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, 23Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ.
Турӑ Ҫурчӗшӗн тӳлемелли налук ҫинчен
24Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаумра чухне Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли налук пухакансем пырса каланӑ: «Сирӗн Вӗрентекен налук укҫи тӳлет-и?» 25«Тӳлӗ-ха», – тенӗ Петр. Унтан, Петр пӳрте кӗрсен, сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Симон, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Ҫӗр ҫинчи патшасене хырҫӑ-налук камсен тӳлемелле? Хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансен е пӑхӑнтарнӑ ют халӑхсен?» 26«Ют халӑхсен», – тенӗ Петр. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эппин хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансем ирӗклӗ, вӗсен тӳлемелле мар. 27Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».

Currently Selected:

Матфей 17: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in