YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 12

12
12-мӗш сыпӑк
Христос тата шӑмат кун
(Мк. 2:23-28; Лк. 6:1-5)
1Нумаях та вӑхӑт иртмен, пӗр шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Вӗренекенӗсен ҫиесси килнӗ те вӗсем пучахсене тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫиме пуҫланӑ. 2Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 3Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче, Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир? 4Епле вӑл, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе, Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑрсене унӑн хӑйӗн те, унпа пӗрле пулнисен те ҫиме юраман вӗт-ха, вӗсене пӗртен-пӗр священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ. 5Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсир саккунра вуламан-им? 6Анчах та калатӑп сире: халӗ ҫакӑнта Турӑ ҫуртӗнчен те Аслӑраххи пур. 7Ҫырнинче: „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенине ӑнланса илнӗ пулсан эсир ҫак айӑпсӑр ҫынсене айӑпламӑттӑр, 8мӗншӗн тесен Эпӗ, Этем Ывӑлӗ, – шӑмат кун хуҫи те».
Иисус алли типнӗ ҫынна сыватать
(Мк. 3:1-6; Лк. 6:6-11)
9Ҫавӑнтан кайсан Иисус унти пӗр синагогӑна кӗнӗ. 10Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. 11Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑмат кун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ? 12Этем сурӑхран мӗн чухлӗ пахарах! Ҫапла вара, шӑмат кун ырӑ ӗҫ тума юрать». 13«Аллуна тӑс-ха», – тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 14Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.
Суйласа илнӗ Ачам
15Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ. 16Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман. 17Вӑл ҫапла Исаия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе тунӑ: 18«Акӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам. Эпӗ Ун ҫине Хам Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл мӗн пур халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ. 19Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ. 20Тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ. 21Вӑл пур халӑхшӑн та шанчӑк пулса тӑрӗ».
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мк. 3:20-30; Лк. 11:14-23; 12:10)
22Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ. 23Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем. 24Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 25Иисус, фарисейсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать; кирек мӗнле хула та, кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26Ҫавнашкалах, шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, эппин вӑл хӑйпе хӑй хирӗҫет. Апла пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? 27Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ. 28Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать. 29Е тата, вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. 30Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет. 31Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ. 32Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».
Йывӑҫпа ҫимӗҫӗ ҫинчен
(Лк. 6:43-45)
33«Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ. 34Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать. 35Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. 36Ҫавӑнпа та калатӑп сире: асӑрханмасӑр каланӑ кашни сӑмахшӑн суд кунӗнче ҫынсен явап тытмалла пулӗ. 37Мӗншӗн тесен каланӑ сӑмахна кура Турӑ сана е тӳрре кӑларӗ, е айӑплӗ».
Хӑват кӑтартма ыйтни
(Мк. 8:11-12; Лк. 11:29-32)
38Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Иисуса: «Вӗрентекен! Эпир Эсӗ хӑват кӑтартма пултарнине курасшӑн», – тенӗ. 39Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. 40Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ. 41Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур. 42Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑр енчи ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур».
Усал сывлӑш тавӑрӑнасси ҫинчен
(Лк. 11:24-36)
43«Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет, анчах тупаймасть. 44Вара вӑл ҫапла шухӑшлать: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“. Тавӑрӑнсассӑн пушӑ, тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать. 45Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ».
Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
(Мк. 3:31-35; Лк. 8:19-21)
46Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ. 47«Авӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса пӗр ҫын. 48«Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тенӗ Иисус Хӑйне ҫапла каланӑ ҫынна. 49Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе тӗллесе каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем. 50Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».

Currently Selected:

Матфей 12: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in