Матфей 13
13
13-мӗш сыпӑк
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мк. 4:1-9; Лк. 8:4-8)
1Ҫав кунхинех Иисус килтен тухнӑ та тинӗс хӗррине кайнӑ. Вӑл унта вӗрентсе ларнӑ. 2Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ. 3Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ. 4Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ. 5Хӑшӗ тата чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ. 6Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ. 7Хӑшӗ тата пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ. 8Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те тулли пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри вӑтӑр пӗрчӗ пултарнӑ. 9Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
Ытарлӑн калани ҫинчен
(Мк. 4:10-12; Лк. 8:9-10)
10«Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса. 11Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман. 12Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ. 13Вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп та. 14Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. 15Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. 16Куҫӑрсем курнӑран, хӑлхӑрсем илтнӗрен эсир телейлӗ. 17Чӑн калатӑп сире: пророксемпе тӳрӗ пурӑнакансем нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ».
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мк. 4:13-20; Лк. 8:11-15)
18«Эппин акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх мӗне пӗлтернине тӑнлӑр: 19Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять. 20Чуллӑ ҫӗре ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакан ҫынна пӗлтерет, 21анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать. 22Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 23Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе, ӑнланса илекене пӗлтерет, ун чӗринче сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулать».
Тулӑпа ҫум курӑкӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
24Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. 25Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ. 26Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ. 27Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“ 28„Темле тӑшман хӑтланнӑ ҫавна“, – тенӗ хуҫи вӗсене. „Ҫумлаттарас теместӗн-и, эпир кайса ҫумлатпӑр“, – тенӗ чурисем. 29„Ҫук, ҫум курӑкне ҫумланӑ чух унпа пӗрле тулли те тӑпӑлӗ, – тенӗ хуҫи. 30– Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“».
Сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе кӑвас тӗпӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑхсем
(Мк. 4:30-34; Лк. 13:18-21)
31Унтан Иисус вӗсене тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе танлаштарма пулать; ӑна пӗр ҫын хӑйӗн ани ҫине акнӑ. 32Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ытти вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки пулин те, ӳссен вӑл пахча ҫимӗҫсенчен чи ҫӳлли пулса тӑрать. Вӑл йывӑҫ пекех паркаланса каять, кайӑксем вӗҫсе пыраҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ».
33Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас тӗпӗпе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ».
34Ҫаксене пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарлӑхсӑр нимӗн те вӗрентмен. 35Вӑл пророк урлӑ Турӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе ҫакнашкал вӗрентнӗ. «Ҫӑварӑма ытарлӑн калама уҫӑп та тӗнче пуҫланнӑранпах пытарӑнса тӑнине каласа пӗлтерӗп», – тенӗ пулнӑ пророк.
Тулӑпа ҫум курӑкӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
36Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ. 37Вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акаканӗ – Этем Ывӑлӗ. 38Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет. 39Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ. 40Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ. 41Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ. 42Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. 43Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен каланӑ тепӗр виҫӗ ытарлӑх
44«Ҫӳлти Патшалӑха тата ана ҫине чавса пытарнӑ мулпа танлаштарма пулать. Вӑл мула пӗр ҫын тупнӑ та ҫавӑнтах чавса пытарнӑ. Хайхискер савӑннипе пурлӑхне кайса сутнӑ та ҫав анана туяннӑ.
45Ҫӳлти Патшалӑха тата хаклӑ ӗнчӗ шыракан купсапа танлаштарма пулать. 46Пӗррехинче вӑл хаклӑран та хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та кайса мӗн пур пурлӑхне сутса ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
47Ҫӳлти Патшалӑха тата сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулӑҫӑсем ҫав сӗреке-тетеле тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ. 48Сӗреке-тетел тулсан ӑна пулӑҫӑсем ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса юрӑхлӑ пуллине суйласа илнӗ те савӑта янӑ, юрӑхсӑррине кӑларса ывӑтнӑ. 49Тӗнче пӗтмӗшӗнче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисенчен суйласа илӗҫ. 50Вара усаллисене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ».
51«Ҫаксене пурне те ӑнлантӑр-и?» – тесе ыйтнӑ Иисус вӗренекенӗсенчен. «Ӑнлантӑмӑр, Хуҫамӑр», – тенӗ лешсем. 52Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».
Назарет ҫыннисем Иисуса ӗненменни
(Мк. 6:1-6; Лк. 4:16-30)
53Ҫак ытарлӑхсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ. 54Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана пынӑ та унти синагогӑра халӑха вӗрентнӗ. Унӑн вӗрентӗвӗнчен ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакнашкал ӑслӑлӑх тата хӑват кӑтартмалӑх вӑй ӑҫтан тухать-ши Унӑн? – тенӗ вӗсем. 55– Платник ывӑлӗ ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Унӑн Амӑшӗ Мария ятлӑ вӗт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара? 56Унӑн аппӑшӗсем те пурте кунтах пурӑнмаҫҫӗ-и? Эппин ҫавнашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать Унӑн?» 57Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата килӗнче кӑна хисеплемеҫҫӗ». 58Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
Currently Selected:
Матфей 13: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009