YouVersion Logo
Search Icon

Лука 7

7
7-мӗш сыпӑк
Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни
(Мф. 8:5-13; Ин. 4:43-54)
1Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ. 2Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ. 3Иисус ҫинчен илтсен вӑл тарҫине сыватма килтӗр тесе йӑлӑнма Ун патне иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене янӑ. 4Лешсем Иисус патне пырсан Унран йӑлӑнса ыйтнӑ: «Ҫав ҫӗрпӳ Санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын. 5Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ». 6Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ӑна хирӗҫ ҫапла калама тусӗсене янӑ: «Эй, Хуҫамӑр, ан чӑрман! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. 7Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 8Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».
9Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.
10Иисус патне янисем каялла тавӑрӑнсан чирлӗ выртакан тарҫӑ сывалнине курнӑ.
Тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртни
11Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисус Наин хулине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсенчен чылайӑшӗ тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 12Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ. 13Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ. 14Унтан Вӑл пырса вилене ҫӗклемеллине сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑннӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, сана тӑма хушатӑп!» 15Вилнӗскер ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна амӑшне панӑ. 16Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»
17Вара Ун ҫинчен ҫапла калаҫни пӗтӗм Иудейӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене сарӑлнӑ.
Иоанӑн вӗренекенӗсем тата Иисус
(Мф. 11:2-19)
18Ҫавӑн ҫинчен йӑлтах Иоана хӑйӗн вӗренекенӗсем каласа кӑтартнӑ. 19Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ. 20Хайхисем Иисус патне пырсан каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ҫапла ыйтма ячӗ: Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» 21Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ. 22Иоанн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курни-илтнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ, чухӑннисем Ырӑ Хыпар итлеҫҫӗ. 23Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ». 24Иоанн янӑ ҫынсем Хӑйӗн патӗнчен кайсан Иисус халӑха Иоанн ҫинчен ҫапла калама пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 25Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Чаплӑ тумланакансем, пуян пурӑнакансем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. 26Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 27„Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. 28Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ».
29Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ. 30Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен.
31Хуҫамӑр вара ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем? 32Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“. 33Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир. 34Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир. 35Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Ҫылӑхлӑ хӗрарӑма каҫарни
36Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Иисус вара ун килне кӗнӗ те ҫиме ларнӑ. 37Ҫак хулара ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл фарисей килӗнче Иисус апат ҫинине пӗлнӗ те алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, мирӑ, илсе пынӑ. 38Хӗрарӑм, хыҫалтан пырса, Иисус ури патӗнче йӗрсе тӑнӑ. Унӑн урисем ҫине куҫҫуль юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл Иисусӑн урисене чуптӑва-чуптӑва мирӑпа сӗрнӗ. 39Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»
40Иисус ун енне ҫавӑрӑнса: «Симон, Ман сана пӗр сӑмах каламали пур», – тенӗ. Симон вара: «Вӗрентекен, кала», – тенӗ. 41Иисус ҫапла каланӑ: «Икӗ ҫын кивҫен паракана парӑмлӑ пулнӑ: пӗри пилӗк ҫӗр динарий чухлӗ, тепри алӑ динарий чухлӗ. 42Анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулманран кивҫен панӑ ҫын вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Ӗнтӗ кала-ха, ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ?» 43«Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шутлатӑп эпӗ», – тенӗ Симон. «Эсӗ тӗрӗсех шухӑшлатӑн», – тенӗ Иисус. 44Унтан Вӑл, хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса, Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма эсӗ куратӑн-и? Эпӗ санӑн кил-ҫуртна кӗтӗм, ҫапах эсӗ ура ҫума Мана шыв та памарӑн. Ку хӗрарӑм вара Ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса, хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ. 45Эсӗ Мана тӑванла чуптумарӑн, вӑл вара Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать. 46Эсӗ Манӑн пуҫӑма тип ҫу та сӗрмерӗн, вӑл вара Манӑн урасене мирӑ сӗрчӗ. 47Ҫавӑнпа калатӑп сана: унӑн, ҫылӑха нумай кӗнӗскерӗн, юратулӑхӗ нумай пулнӑран ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ. Камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, ҫав сахал юратать».
48Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». 49Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ. 50Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ.

Currently Selected:

Лука 7: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in