Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».
Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.