1
Лука 8:15
Синодальный НЗ
Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ».
Compare
Explore Лука 8:15
2
Лука 8:14
Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
Explore Лука 8:14
3
Лука 8:13
Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
Explore Лука 8:13
4
Лука 8:25
«Ӑҫта сирӗн ӗненӗвӗр?» – тенӗ вара вӗсене Иисус. Вӗренекенӗсем хӑраса-тӗлӗнсе пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫнӑ: «Кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та хушать те – вӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
Explore Лука 8:25
5
Лука 8:12
Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять.
Explore Лука 8:12
6
Лука 8:17
Вӑрттӑн туни курӑнмасӑр юлни ҫук, пытарса хӑварни те палӑрманни, ҫиеле тухманни ҫук.
Explore Лука 8:17
7
Лука 8:47-48
Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан Иисус патне чӗтресе пынӑ. Вара Ун умне ӳксе мӗншӗн сӗртӗннине тата сӗртӗнсенех епле сывалнине Ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ.
Explore Лука 8:47-48
8
Лука 8:24
Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Explore Лука 8:24
Home
Bible
Plans
Videos