YouVersion Logo
Search Icon

Лука 5

5
5-мӗш сыпӑк
Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем
(Мф. 4:18-22; Мк. 1:16-20)
1Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ. 2Вӑл кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинчен тухса сӗреке-тетелӗсене ҫуса тӑнӑ. 3Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ. 4Вӗрентсе пӗтерсен Вӑл Симона ҫапла каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те пулӑ тытма сӗреке-тетелӳсене пӑрах». 5Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин». 6Ҫапла тусан вара питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсен сӗреке-тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ. 7Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ. 8Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.
9Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ. 10Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн». 11Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Юхан-суранлӑ ҫынна сыватни
(Мф. 8:1-4; Мк. 1:40-45)
12Иисус пӗр хулара юхан-суранланса кайнӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑннӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 13Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал», – тенӗ. Ҫавӑнтах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ. 14«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
15Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни
(Мф. 9:1-8; Мк. 2:1-12)
17Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ. 18Ҫавӑнта пӗрисем паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ та пӳрте йӑтса кӗрсе ӑна Иисус умне хурасшӑн тӑрмашнӑ. 19Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран шала кӗме май тупайман. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех пухӑннисен варрине, Иисус умнех, антарнӑ. 20Вӗсен ӗненӗвне курсан Иисус ҫав ҫынна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. 21Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?» 22Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр? 23Мӗн калама ҫӑмӑлрах: „Сан ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме? 24Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай». 25Лешӗ вара ҫав самантрах вӗсен куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. 26Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем.
Иисус Левие#5:27 Левий – Матфей апостолӑн еврейла ячӗ. чӗнни
(Мф. 9:9-13; Мк. 2:13-17)
27Ҫавӑн хыҫҫӑн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли ҫуртра ларакан Левий ятлӑ ҫынна курнӑ. «Ман хыҫран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. 28Лешӗ тӑнӑ та, пӗтӗмпех хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 29Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. 30Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?» 31Ҫавна илтсен Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 32Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 9:14-17; Мк. 2:18-22)
33Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?» 34Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и? 35Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ».
36Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест. 37Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ те, хӑй те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. 38Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултармалла, вара вӗсем иккӗшӗ те упранса юлӗҫ. 39Пулса ҫитнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑнах никам та тин тунӑ хӗрлӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах!“ – тейӗ».

Currently Selected:

Лука 5: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in