Лука 4
4
4-мӗш сыпӑк
Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени
(Мф. 4:1-11; Мк. 1:12-13)
1Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Иисуса Иордан хӗрринчен тавӑрӑнсан Сывлӑш пуш хире ертсе кайнӑ. 2Унта Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Ҫав кунсенче Иисус нимӗн те ҫимен, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3Шуйттан Ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш». 4«Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Туррӑн кашни сӑмахӗпех пурӑнать». 5Вара шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗн пур патшалӑха кӑтартнӑ. 6Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп. 7Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ». 8«Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“». 9Вара шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан аялалла сик. 10Ҫырнинче каланӑ вӗт: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, 11урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». 12Иисус шуйттана хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тенӗ Ҫырнинче». 13Урӑх нимпе те илӗртме ҫук пирки майлӑ вӑхӑт ҫитиччен шуйттан Ун патӗнчен кайнӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентме пуҫлани
(Мф. 4:12-17; Мк. 1:14-15)
14Иисус вара Сывлӑшпа хӑватланса Галилейӑна тавӑрӑннӑ. Ун ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ. 15Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, пурте Ӑна мухтаса калаҫнӑ.
Иисуса Назаретра йышӑнманни
(Мф. 13:53-58; Мк. 6:1-6)
16Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ. 17Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫак вырӑна тупса вулама пуҫланӑ: 18«Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса, 19Туррӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ». 20Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та, Хӑй ларнӑ. Синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ. 21Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ».
22Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем. 23Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир». 24«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан, – хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче пӗр пророка та хапӑл туса йышӑнмаҫҫӗ. 25Тата ҫакна калас килет: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх пӗртте ҫумӑр ҫуман. Вара ҫав ҫӗр-шывра питӗ йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ. Ун чухне Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ, 26ҫапах Илия пророка Сидонри Сарепта хулинчи пӗр тӑлӑх арӑм патне янисӗр пуҫне пӗрин патне те яман. 27Елисей пророк вӑхӑтӗнче те Израиль ҫӗрӗнче юхан-суранлӑ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман».
28Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ. 29Вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларнӑ. Вара Ӑна хӑйсен хули вырнаҫнӑ ту ҫине илсе хӑпартса аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ. 30Анчах та Иисус вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
Иисус Христос Капернаумра кӑтартнӑ хӑватсем
(Мк. 1:21-28)
31Кайран Иисус Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ. Вара шӑмат кунсенче халӑха вӗрентнӗ. 32Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ. 33Синагогӑра усал ернӗ ҫын пулнӑ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ. Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп: Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» 35Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ. 36Ҫавна куракансем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ыйтнӑ: «Ку мӗне пӗлтерет-ши? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе тата вӑй-хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те, лешсем тухаҫҫӗ».
37Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗтӗм таврана Иисус ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
38Синагогӑран тухсан Вӑл Симон килне пынӑ. Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе питӗ йывӑр выртнӑ. Ҫавӑн чухне Иисусран ӑна пулӑшма ыйтнӑ. 39Иисус ун патне пырса сив чире чарнӑ, вара унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 40Чир-чӗрлӗ ҫын пуррисем пурте хӗвел аннӑ чухне вӗсене Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл, кашнин ҫинех Хӑйӗн аллине хурса, чирлисене сыватнӑ. 41Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Иисус Галилейӑра вӗрентни
(Мк. 1:35-39)
42Ирхине Иисус унтан тухса ҫын ҫук вырӑна кайнӑ. Ҫынсем Ӑна шыранӑ, тупсан, Ӑна хистесех хӑйсемпе хӑварасшӑн пулнӑ. 43Анчах та Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремелле, Мана ҫавӑншӑн янӑ». 44Вӑл вара Галилейӑри синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
Currently Selected:
Лука 4: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009