Иоанн ҫырнӑ Евангели 4
4
1-2Иисус вӗренекенӗсен йышӗ хушӑнсах пырать, Вӑл Иоанран та ытла шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне те ҫитнӗ (шыва кӗртессе вара Иисус Хӑй мар, вӗренекенӗсем шыва кӗртнӗ), 3ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Иисус Иудейӑран каллех Галилейӑна кайнӑ.
4Унӑн Самари урлӑ каймалла пулнӑ. 5Ҫапла Вӑл Самарири Сихарь теекен хулана ҫитет: ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ ҫӗр ҫывӑхӗнчех пулнӑ. 6Унта Иаков пусси пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑскер, Иисус ҫав пусӑ патне ларнӑ. Ун чухне улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ. 7Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пырать. Иисус ӑна: Мана шыв ӗҫтерсемччӗ, тет. 8Унӑн вӗренекенӗсем хулана апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ. 9Самари хӗрарӑмӗ калать Ӑна: Эсӗ, Иудея ҫынни, мӗнле-ха манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн? Иудея ҫыннисем Самари ҫыннисемпе хутшӑнмаҫҫӗ, тет. 10Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Турӑ ырӑлӑхне пӗлес пулсан тата хӑвна «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» теекенӗ Кам пулнине пӗлес пулсан, ху Унран ыйтӑттӑн, Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ, тенӗ. 11Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! санӑн мӗнпе ӑсмалли те ҫук, пусси те тарӑн — Санӑн ӑҫтан чӗрӗлӗх шывӗ пулма пултартӑр? 12Е Эсӗ пире ҫак пусса алтса парса хӑварнӑ Иаков аттемӗртен те аслӑрах-и? Вӑл хӑй те, унӑн ачисем те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ҫак пусӑран ӗҫсе пурӑннӑ, тет. 13Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак шыва ӗҫекенӗн кирек камӑн та татах ӗҫесси килет; 14Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара ӗмӗрне те ӗҫесси килмӗ; Эпӗ парас шыв унӑн ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫалла юхакан шывӑн ҫӑлӗ пулса тӑрӗ, тенӗ. 15Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! мана ҫав шыва парсамччӗ — манӑн ӗҫессӗм ан килтӗрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ, тет. 16Иисус калать ӑна: кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта, тет. 17Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: манӑн упӑшкам ҫук, тенӗ. Иисус калать ӑна: «упӑшкам ҫук» тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн; 18санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ пӗрле пурӑнаканни упӑшку мар; эсӗ ҫакна тӗрӗс каларӑн, тет. 19Хӗрарӑм калать Ӑна: эй хуҫамӑм! куратӑп ӗнтӗ: Эсӗ — пророк. 20Пирӗн аттемӗрсем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ; эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр, тет. 21Иисус калать ӑна: ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ — ун чухне эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар. 22Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр; эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр: ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле. 23Вӑхӑт ҫитӗ, ҫитрӗ те ӗнтӗ, тӗрӗс пуҫҫапакансем Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать. 24Турӑ Вӑл — Сывлӑш, пуҫҫапакансен те, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ вӗрентнӗ пек, чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла, тет. 25Хӗрарӑм калать Ӑна: эпӗ Христос теекен Мессия килессе пӗлетӗп; килсессӗн Вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерӗ пире, тет. 26Иисус ӑна: Вӑл Эпӗ, хӑвӑнпа Калаҫаканни, тет. 27Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем таврӑннӑ та Вӑл хӗрарӑмпа калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ; ҫапах та вӗсенчен пӗри те: Эсӗ унран мӗн ыйтатӑн? унпа мӗн ҫинчен калаҫатӑн? тесе те ыйтман. 28Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та, хулана кайса, ҫынсене ҫапла калать: 29пӗр Ҫын мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха — Христос мар-ши Вӑл? тет. 30Ҫынсем хуларан тухса Ун патне кайнӑ. 31Ҫав хушӑра вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: Равви?! ҫисемччӗ, тенӗ. 32Вӑл вӗсене: Манӑн эсир пӗлмен апат пур, тенӗ. 33Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: Ун валли кам та пулин ҫимелли илсе килнӗ-ши, тесе калаҫнӑ. 34Иисус калать вӗсене: Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси. 35Эсир: «тырӑ вырас вӑхӑт тата тӑватӑ уйӑхран ҫитет» теместӗр-и? Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ. 36Выраканӗ пайта илет, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать, ҫапла ӗнтӗ акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ; 37ку тӗлӗшпе «пӗри акать, тепӗри вырать» теекен каларӑш тӗрӗс. 38Эпӗ сире хӑвӑр ӗҫлесе туманнине вырма ятӑм: ыттисем ӗҫлерӗҫ, эсир вӗсен ӗҫне хутшӑнтӑр, тет. 39Хӗрарӑм Ун пирки: «Вӑл мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ» тенине илтсессӗн, ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ. 40Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус патне пырсан, Самари ҫыннисем Ӑна кӑштах хӑйсем патӗнче пурӑнма ыйтнӑ; Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ. 41Иисус Хӑй каланине илтсессӗн, Ӑна тата нумайрах ҫын ӗненнӗ; 42вара ҫав хӗрарӑма каланӑ: эпир ӗнтӗ санӑн сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр, Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр, тенӗ.
43Икӗ кун иртсен Вӑл унтан Галилейӑна тухса кайнӑ. 44Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ: «пророка хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче хисеплемеҫҫӗ» тенӗ. 45Иисус Галилейӑна пырсан, Галилея ҫыннисем, Вӑл Иерусалимра уявра мӗн тунине пурне те курнӑскерсем, Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ — уява вӗсем те кайнӑ пулнӑ. 46Ҫапла Иисус каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран эрех тунӑ ҫӗре, пынӑ. || Капернаумра патша ҫумӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑх пулнӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ. 47Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтсессӗн, вӑл Ун патне пынӑ та Ӑна хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма тархасланӑ. 48Иисус каланӑ ӑна: эсир паллӑсем, хӑватсем курмасӑр ӗненместӗр, тенӗ. 49Патша ҫумӗнче ӗҫлекенӗ калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ывӑлӑм вилсе кайиччен пырсамччӗ, тет. 50Иисус ӑна: каях, санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тет. Лешӗ вара Иисус каланӑ сӑмаха ӗненнӗ те кайнӑ. 51Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем хирӗҫ пулнӑ та: санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тенӗ. 52Вӑл вӗсенчен: ӑна хӑш сехетре ҫӑмӑл пулчӗ? тесе ыйтнӑ. Ӑна каланӑ: ӗнер ҫиччӗмӗш сехетре ӑна вӗрилентерме пӑрахрӗ, тенӗ. 53Ҫак сӑмахран ача ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Иисуса ӗненнӗ. 54Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна таврӑнсассӑн тунӑ.
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.