Лука 23

23
23-мӗш сыпӑк
Иисус Пилат патӗнче
(Мф. 27:1-2, 11-14; Мк. 15:1-5; Ин. 18:28-38)
1Унтан синедрион канашӗнчисем пӗтӗм йышӗпех пурте тӑнӑ та Иисуса Пилат патне илсе кайнӑ. 2Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!» 3Пилат Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тенӗ. 4Пилат вара аслӑ священниксене те, халӑха та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та курмастӑп». 5Анчах лешсем ҫине тӑрса хистенӗ: «Галилейӑран пуҫласах Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ, халӗ кунта килчӗ!» – тенӗ.
Иисуса Ирод патне яни
6Галилея тенине илтсен Пилат: «Вӑл Галилея ҫынни-им?» – тесе ыйтнӑ. 7Иисус хайхи Ирод тытса тӑракан ҫӗр-шывран пулнине пӗлсен, Пилат Ӑна шӑпах ҫав вӑхӑтра Иерусалима пынӑ Ирод патша патне янӑ. 8Иисуса курсан Ирод питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Ӑна унчченех курасшӑн пулнӑ. Иисус тунӑ ӗҫсем ҫинчен Ирод нумай илтнӗ, ҫавӑнпа Унран мӗнле те пулин хӑват курма ӗмӗтленнӗ. 9Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан. 10Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем вара Иисуса хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра айӑпласа тӑнӑ. 11Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ. 12Малтан пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ Пилатпа Ирод ҫав кун туслашса кайнӑ.
Иисуса вӗлерме ыйтни
(Мф. 27:15-26; Мк. 15:6-15; Ин. 18:39–19:16)
13Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14вӗсене каланӑ: «Ку Ҫынна эсир ман пата халӑха пӑтратакан тесе тытса килтӗр. Акӑ, эпӗ сирӗн умӑртах тӗпчерӗм, анчах та эсир айӑпланине ҫирӗплетекен пӗр сӑлтав та тупмарӑм. 15Ирод хӑй те ҫак Ҫынна вӗлермеллех айӑплама нимӗнле сӑлтав та тупайман. Эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ. 16Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам». 17Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ#23:17 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. . 18Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. 19Вараввӑна хула халӑхне пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. 20Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, каллех халӑха чӗнсе каланӑ. 21Анчах та лешсем: «Пӑталаттар Ӑна! Пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 22Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл? Ку Ҫынна вӗлерме эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмарӑм, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна хӗнеттерем те кӑларса ярам», – тенӗ. 23Анчах та вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, ҫине тӑрсах Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Ҫапла кӑшкӑрса-хистесе халӑхпа аслӑ священниксем ҫиеле тухнӑ. 24Пилат вара вӗсем ыйтнине тивӗҫтерес тенӗ. 25Вӑл пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ Вараввӑна вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларса янӑ, Иисуса вара вӗсен аллине панӑ.
Иисус Христоса пӑталани
(Мф. 27:32-44; Мк. 15:21-32; Ин. 19:17-27)
26Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ. 27Иисус хыҫӗнчен ҫынсем нумаййӑн пынӑ, хӗрарӑмсем те Уншӑн кӑшкӑрса йӗрсе утнӑ. 28Иисус вӗсем енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Эй, Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн мар, хӑвӑршӑн тата ачӑрсемшӗн хуйхӑрса макӑрӑр. 29Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне ҫынсем: „Ача туман арӑмсем, ҫуратманнисем, кӑкӑр ҫитерменнисем телейлӗ!“ – тесе калӗҫ. 30Ҫавӑн чух вӗсем тусене калӗҫ: „Пирӗн ҫине ӳкӗр!“ Сӑртсене те: „Пире хупласа хурӑр!“ – теме пуҫлӗҫ. 31Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ?»
32Иисуспа пӗрле тата икӗ вӑрӑ-хураха вӗлерме илсе пынӑ. 33«Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитсен Иисуса та, икӗ вӑрӑ-хурахне те хӗрессем ҫумне пӑталанӑ. Пӗрне – Унӑн сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталаса хунӑ. 34Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 35Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ. 36Салтаксем те, пыра-пыра, Ӑна хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех парса, Унран мӑшкӑлласа 37ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан, Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ!» 38Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.
39Хӗрес ҫумне пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсенчен пӗри Иисуса мӑшкӑлласа: «Эсӗ Христос пулсан, Хӑвна та, пире те ҫӑл!» – тенӗ. 40Тепри вара, пачах урӑхла, ӑна чарса каланӑ: «Эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и-мӗн? Хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке. 41Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман». 42Унтан вӑл Иисуса: «Хуҫамӑр, Хӑвӑн Патшалӑху ҫитсен аса илсем мана», – тенӗ. 43Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана, паянах эсӗ Манпа пӗрле райра пулӑн».
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Мк. 15:33-41; Ин. 19:28-30)
44-45Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетсенелле, пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. Хӗвел тӗттӗмленнӗ. Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав та ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 46Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
47Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!» 48Пуҫтарӑннӑ халӑх та, мӗн пулса иртнине курсан, хӗрхеннипе пуҫӗсене усса килӗсене тавӑрӑннӑ. 49Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.
Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
(Мф. 27:57-61; Мк. 15:42-47; Ин. 19:38-42)
50-51Иудейӑри Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ пӗр Иосиф ятлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл, тӳрӗ тата ырӑ кӑмӑллӑскер, иудейсен канашӗнче ларнӑ пулин те, канаш ӗҫӗпе те, йышӑнӑвӗпе те килӗшмен. Вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе пурӑннӑ. 52Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ӳтне пама ыйтнӑ. 53Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ. 54-55Галилейӑран Иисуспа пӗрле пынӑ хӗрарӑмсем те Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн ӳтне тупӑклӑха епле хунине сӑнаса тӑнӑ. Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман, 56ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.

Айни замон обунашуда:

Лука 23: RSO

Лаҳзаҳои махсус

Паҳн кунед

Нусха

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in