Лука 21

21
21-мӗш сыпӑк
Тӑлӑх арӑмӑн икӗ вак укҫи
(Мк. 12:41-44)
1Унтан Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчи парне арчине пуянсем хӑйсен укҫине янине курнӑ. 2Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та пырса икӗ лептӑлӑх вак укҫа хунӑ. 3Ҫавна курсан Иисус каланӑ: «Чӑннипех те, ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ. 4Мӗншӗн тесен пурте ытлашшине Турра парне пачӗҫ. Ку вара хӑйне тӑранса пурӑнмалӑх юлашки пур-ҫук укҫине пӗтӗмпех хучӗ».
Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен
(Мф. 24:1-2; Мк. 13:1-2)
5Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен: «Вӑл епле капмар! Ӑна хаклӑ чулсемпе, Турра парнеленӗ япаласемпе илемлетнӗ», – тесе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: 6«Вӑхӑт ҫитӗ, эсир ҫакӑнта куракан ҫуртсене пӗтӗмпех аркатӗҫ, чул ҫинче чул та юлмӗ».
7«Вӗрентекен, вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавӑ пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 8Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 9Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫавӑ малтан пулмалла, анчах ун хыҫҫӑн та тӳрех вӑхӑт пӗтмӗ-ха». 10Иисус татах каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; 11вырӑнӑн-вырӑнӑн питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем, выҫлӑх ҫулсем тата вӗлерекен чир-чӗрсем пулӗҫ. Тӳпере хӑрушӑ пулӑмсемпе аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.
12Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ. 13Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ. 14Ҫакна чӗре варне хурӑр: мӗн тавӑрса калас-ши тесе малтанах ан кулянӑр, 15мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ. 16Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ. 17Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. 18Анчах та сирӗн пуҫӑр ҫинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчине пӗтерни те Турӑ ӗҫӗшӗн усӑсӑр пулмӗ. 19Чӑтӑмлӑ пулнипе чунӑрсене ҫӑлса хӑварӑр».
Иерусалима аркатасси ҫинчен
(Мф. 24:15-21; Мк. 13:14-19)
20«Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсан, вара унӑн юхӑнса тӑрас вӑхӑчӗ ҫывхарнине пӗлӗр! 21Иудея халӑхӗ ун чухне тусем ҫине тартӑр, Иерусалимри ҫынсем хӑвӑртрах хуларан тухчӑр, хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр. 22Мӗншӗн тесен ҫак кунсем – тавӑру кунӗсем, вӗсем пирки Ҫырнинче мӗн калани йӑлтах пурнӑҫланӗ. 23Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене хуйхӑ пулӗ. Ҫӗр ҫине пысӑк асаплӑх килӗ, ҫак халӑха Турӑ ҫилли ҫитӗ. 24Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».
Христос тепӗр хут килесси
(Мф. 24:29-31; Мк. 13:24-27)
25«Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ. 26Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ. 27Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 28Ҫаксем пула пуҫласан пуҫӑрсене усас вырӑнне ҫӗклӗр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывхарать».
Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
(Мф. 24:32-35; Мк. 13:28-31)
29Унтан Иисус вӗсене ытарлӑх каласа панӑ: «Смоква йывӑҫҫи ҫине, ытти мӗн пур йывӑҫсем ҫине пӑхӑр-ха. 30Вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан эсир ҫу ҫывхарса килнине пӗлетӗр. 31Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр. 32Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 33Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».
Сыхӑ тӑма чӗнни
34«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр, 35мӗншӗн тесен ҫав кун пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫинче пурӑнакансене тетеле ҫаклатнӑ пек ҫаклатӗ. 36Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».
37Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ. 38Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх куллен ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.

Айни замон обунашуда:

Лука 21: RSO

Лаҳзаҳои махсус

Паҳн кунед

Нусха

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in