Лука 19

19
19-мӗш сыпӑк
Иисуспа Закхей
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗнӗ те урампа утса пынӑ. 2Ҫав хулара налук пухакансен пуҫлӑхӗ, Закхей ятлӑ пӗр пуян ҫын, пурӑннӑ. 3Вӑл Иисуса курасшӑн питӗ тӑрӑшнӑ, анчах хӑй лутра пирки халӑх хушшинчен Ӑна курайман. 4Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ. 5Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус.
6Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ. 7Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ. 8Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп». 9«Паян Закхей кил-йышне ҫӑлӑнӑҫ ҫитрӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраам ачи! 10Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Вунӑ мина укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 25:14-30)
11Ҫакна итлекен ҫынсене Вӑл тата тепӗр ытарлӑх каласа панӑ. Иисус Иерусалималла ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шутланӑ. 12Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнас тесе, инҫетри ҫӗр-шыва кайма хатӗрленнӗ. 13Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ. 14Анчах ҫав ҫӗр-шывра пурӑнакансем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр!“ – тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ. 15Хайхискер, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнсан, кӗмӗл укҫа парса хӑварнӑ чурисене чӗнтернӗ те кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине тӗпчеме тытӑннӑ. 16Пӗр чури пынӑ та: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 17„Аван, эсӗ ырӑ чура! Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана вунӑ хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ ӑна хуҫи. 18Унтан иккӗмӗш чури те: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 19„Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна. 20Кайран виҫҫӗмӗшӗ пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам! Акӑ эсӗ парса хӑварнӑ мина, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм. 21Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын: памасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“. 22Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ. 23Апла мӗншӗн ман кӗмӗл укҫана усламҫӑсене те пулин памарӑн? Тавӑрӑнсан эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм“. 24Унтан хуҫа хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: „Унри пӗр мина укҫана илӗр те вунӑ мина укҫаллӑ чурама парӑр“. 25„Хуҫамӑр, унӑн ахаль те вунӑ мина пур вӗт“, – тенӗ лешсем. 26„Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пур пеккине те туртса илӗҫ, – тенӗ хуҫа. 27– Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».
Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
(Мф. 21:1-11; Мк. 11:1-11; Ин. 12:12-19)
28Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ. Вӑл Иерусалим хулинелле хӑпарса пынӑ. 29Елеон текен ту патӗнчи Вифагипе Вифани патне ҫывхарсан Вӑл икӗ вӗренекенне 30ҫапла каласа янӑ: «Хамӑр умра ларакан ҫак яла кайӑр. Эсир унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака курӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 31Кам та пулин сирӗнтен: „Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?“ – тесе ыйтсан, „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ“, – тейӗр». 32Вӗренекенӗсем яла ҫитсен пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. 33Ашакне вӗҫертнӗ чух хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» – тесе ыйтнӑ. 34«Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ», – тенӗ лешсем. 35Унтан вӗсем ашак тихине ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен тумтирне хунӑ, ашак ҫине Иисуса утлантарнӑ. 36Ашак ҫине утланнӑ Иисус пынӑ чух ҫынсем хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ.
37Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ: 38«Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!» 39Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, Хӑвӑн вӗренекенӳсене чар!» – тенӗ. 40«Калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене хирӗҫ, – вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».
Иисус Иерусалимшӑн йӗни
41Иерусалим патне ҫывхарсан Иисус хула ҫине пӑхнӑ та ун шӑпишӗн хурланса йӗрсе янӑ. 42Вара ҫапла каланӑ: «Эх, Иерусалим! Хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине эсӗ ҫак кунсенче те пулин пӗлес пулсанччӗ, анчах та вӑл халӗ саншӑн пытарӑнчӑк. 43Акӑ кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сана хупӑрласа илӗҫ, йӗри-тавра шӑтӑксем чавӗҫ, пур енчен те хӗстерсе ҫитерӗҫ. 44Вӗсем сана та, ачусене те тӗп тӑвӗҫ; ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн патна Турӑ килнӗ вӑхӑта пӗлеймерӗн».
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мф. 21:12-17; Мк. 11:15-19; Ин. 2:13-22)
45Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ, 46вӗсене ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑм – кӗлӗ ҫурчӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ!»
47Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ, 48анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.

Айни замон обунашуда:

Лука 19: RSO

Лаҳзаҳои махсус

Паҳн кунед

Нусха

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in